1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:08

Кĕскен

Чăваш Ен хăйне кирлĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерет: çĕрулмипе — 2 хут ытларах та, сĕтпе — 1,5 хут нумайрах, пахча çимĕçĕпе — 30 процент ытларах.

Октябрьте республикăра çĕнĕ хваттер туянакансем йышланнă — 624 килĕшÿ тунă, сентябрьтинчен 102 ытларах. Çав вăхăтрах Шупашкарта хваттерсен хакĕ çĕршывра пысăккисен шутĕнче.

Шупашкар администрацийĕ «Раща» хулаçум автостанцийĕ тăвасшăн. Проект хатĕрлеме тытăннă. Хальлĕхе Етĕрне еннелле çÿрекенсене кунта пухăнса автобуссем кĕтесси нушаллă: автостанци çукки пысăк чăрмав кÿ- рет. Çынсем вара йышлă пухăнаççĕ, транспорта чарăнмашкăн та тертлĕ, тăвăр.

Чăваш Ен правительстви фермерсен çемйисене грант парса пулăшма 36 млн тенкĕ уйăрнă. Субсидисене конкурс урлă пайлаççĕ. Документсене декабрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Поделиться:
Распечатать