ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата РФ Сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко регионти медицина пахалăхне лайăхлатма пулăшакан çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă май, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантармалли çул-йĕр шутĕн- че сиплев учрежденийĕ-сен çĕнĕ объекчĕсен строительствине палăртнă.
«Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан мероприятисем те медицина пулăшăвне вăйлатнине çирĕплетнĕ.
Олег Николаев каланă тăрăх, регионта сывлăх сыхлавне аталантарас тĕлĕшпе малашлăхри тĕллевсем питĕ пысăк. «Федераци центрĕ- пе тачă çыхăнса ĕçлени Чăваш Республикинче сывлăх сыхлавĕн тытăмне тухăçлă аталантарма майсем туса парать»,— тенĕ вăл.