1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:26

Ĕмĕтне вăхăтра татнă

Республикăри следстви органĕ 52 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна террористсен организацийĕн ĕçне явăçма тăнăшăн айăплаççĕ.

Асăннă çын интернет-мессенджерсем урлă террористсен тĕнче шайĕнчи пĕр организацийĕн функционерĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ, хăй çак организацин çул-йĕр-не, шухăш-кăмăлне ырланине, унăн йышне кĕме хатĕррине пĕлтернĕ. Çак тĕллевпе вăл çывăх хĕвелтухăç çĕршывĕсенчен пĕрне кайма шут тытнă. Анчах ăна Хусан аэропортĕн-че тытса чарнă. Следстви управленийĕнче хальхи вăхăтра асăннă çыннăн саккуна хирĕçле ĕçĕсене, преступленин ытти саманчĕсене туллин уçăмлатас, вĕсене документсемпе çирĕплетес ĕç пынине пĕлтернĕ ФХСăн регионти управленийĕн официаллă представителĕ.

Поделиться:
Распечатать