Чăваш тĕррин кунĕ ултă çул ĕнтĕ пирĕн пурнăçа çĕнĕ пĕлтерĕшпе пуянлатать, малашлăха шанчăклăн пăхма пулăшать.
Çак тапхăрта эпир хăйне евĕрлĕ тĕрĕсем турăмăр, вĕсем Чăваш Республикинче пурăнакансене кăна мар, Раççей Федерацийĕн пур регионне те хавхалану кÿчĕç. Пирĕн пуçарусем — символлă «Сурпан пĕрле» тĕрленинчен пуçласа «Раççейĕн тĕрленĕ картти» анлăшĕ таран — пирĕн çĕршывăн нумай енлĕх- не, пĕрлĕхне, хăватне халăхсен пĕр танлăхĕ урлă кăтартса параççĕ.
Чăваш тĕрри — ăрусене тата Чăваш Енĕн кăмăл-туйăмне, культура пуянлăхне, хăйне евĕрлĕ символне пĕрлештерсе тăракан чĕрĕ çыхăну. Кашни эрешĕн хăйĕн тарăн пĕлтерĕшĕ пур, унăн тĕсĕпе элеменчĕ-сем пурнăçăн, хĕвелĕн тата савăнăçăн символĕсем пулса тăраççĕ, вĕсем пирĕн культура чĕрĕ те вăйлă пулнине çирĕплетеççĕ. Çакăн пек традицисем хамăрăн халăхшăн тата çĕршывшăн мăнаçлăх çуратаççĕ.
Çĕнĕ идейăсем çуратакан тата куллен-кунхи ĕçĕпе пирĕн искусствăна аталантаракан пур тĕрĕçĕне те, ăстасене те, ыттисене те тав тăватăп. Мана, Чăваш Ен çынни тата регион ертÿçи пулнă май, кашни çул ытларах та ытларах çын пирĕн йăлана кĕнĕ тĕрĕпе кăсăкланни савăнтарать, вĕсем унăн историне тĕпчеççĕ, хăйсен витĕр кăлараççĕ. Çакă пурте хавхалантарать, пире кăмăл-туйăмпа ăс-тăнран вăйлăрах тăвать, малалла кайма хăватлă стимул пулса тăрать.