1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:16

Патриотлăх — пурнăç никĕсĕ

Чăваш Енре пĕрремĕш хут «Патриотизмăн вунă енĕ» форум иртнĕ. Мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине, Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿ тата патриотлăх çулталăкне халалланă.

Чăваш наци музейĕ форума хутшăнакансене куçса çÿрекен «Ку çырура эпĕ чĕрĕ» куравпа паллаштарнă. Унта Хĕрлĕ çар салтакĕсен çырăвĕсене, кун кĕнекисене, ÿкерчĕкĕсене, ытти документне, япалисене курма май пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев курава республика шкулĕсенче те кăтартма сĕннĕ: «Ачасемшĕн питĕ хаклă урок пулĕ. Шупашкарти шкулсенчен пуçласан каярахпа ялсенчи пĕлÿ çурчĕ-сене те çитме пулĕ. Экскурсоводсем ветерансен чĕрĕ историйĕ урлă çамрăк ăрăва патриотлăх воспитанийĕ пама пултарĕç».

Форумра вĕрентÿ организацийĕсен представителĕсем, çамрăксен юхăмĕсен хастарĕ-сем, çар патриотлăх клубĕсен, шырав отрячĕсен членĕсем çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассипе, çак ĕçе пурнăçламалли пĕрлехи тытăма аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Форума патриотизмăн вунă енĕпе — çемье, истори, Тăван çĕршыва хÿтĕлесси, ыр кăмăллăх, культура, спорт, экологи, наука, педагогика, медиа — йĕркеленĕ.

— Чăваш Республикинче патриота ача садĕнчен пуçласах çитĕнтерме тытăнаççĕ. Патриотизмăн кашни енĕ гражданин пулма пулăшать. Çемье — юрату, тимлĕх, хÿтлĕх, экологи — сывлăх... Çаксем пурте пĕрлешсе çынна вăйлатаççĕ»,— тенĕ Олег Николаев форума хутшăнакансене саламланă май.

Ăсталăх класĕсем, спикер-сессисем ĕçленĕ. Дискусси эксперчĕсен йышĕнче «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнакан Денис Андреев пулнă. «Патриотлăх маншăн — пушă сăмах мар. Халăх тата çĕршыв умĕнче яваплă пулнине пĕлтерекен тарăн шухăшлă сăмах»,— тенĕ вăл.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх форумра вĕрентÿ организацийĕсен тата çамрăксен шырав отрячĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ- пе хавхалантарнă.

Поделиться:
Распечатать