Вунă çултан кая мар ĕнтĕ савăнăç кÿрет округра пурăнакансене кулленхи пурнăçра та, уяв кунĕсенче те «Цветы от Анжелы» магазин хуçи Анжела Илларионова. Анжела талантлă флорист кăна мар, пурнăçа малалла яма тăрăшакан та. Вăл — Чăваш Енри хĕрарăм предпринимательлĕх Пĕрлĕхĕн активлă участникĕсенчен пĕри, унăн бизнесĕ пурнăçа лайăхлатассипе çыхăннă.
Хальхи вăхăтра Анжела Чăваш Енри хĕрарăмсен Пĕрлĕхĕн «Вăйсене пĕрлештерсе: вырăнти хăйтытăмлăх тата ялти пуçаруллă хĕрарăмсем» проекта хутшăнать. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн вăл Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă, хăйĕн ăнăçăвĕ тата чечек ÿстерме кăмăллани епле хăйĕн чăн-чăн ĕçĕ пулса тăни çинчен каласа панă. Пурнăçри тÿрĕ кăмăллă ĕçĕшĕн тата регион аталанăвне сумлă тÿпе хывнăшăн Анжелăна хĕрарăм предпринимательлĕхĕн кунне халалланă савăнăçлă мероприятире Чăваш Енри хĕрарăмсен Пĕрлĕхĕн Тавĕпе палăртнă. Эпир Анжела пек предпринимательсемпе мăнаçланатпăр, вĕсем хăйсен бизнесне аталантарнипе пĕрлех ыттисене те пурнăçра хавхалантараççĕ.
Валентина Витальевна Обаськинана та хĕрарăм предпринимательсен кунĕпе (кая юлса та пулин) тата тивĕçлĕ награда илнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр — Чăваш Ен экономикине аталантарма тÿпе хывнăшăн вăл республикăри предпринимательсен прависене хÿтĕлекен А.Н.Рыбаковăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Валентина Витальевна — индивидуаллă предприниматель, ваккăн сутакан суту-илÿре чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ тăрăшса ĕçлет, çынсемпе тимлĕ. Округра иртекен мероприятисене те, спорт командисемпе ача-пăча коллективĕсене те тăтăшах пулăшать.
Тăрăшуллă ĕçшĕн, пу-çарусемшĕн тата округăн социаллă пурнăçпа экономикине аталантарма тÿпе хывнăшăн пурне те пысăк тав.