Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн профильлĕ кадет класĕсем уçăлаççĕ.
Çавăн пек килĕшĕве республикăри следстви управленийĕпе Канаш хулинчи «Патшалăх службин тата управленийĕн лицейĕ» МАОУ хушшинче тунă, çакăн çинчен калакан документ çине следстви управленийĕн ертÿçи А.В.Полтинин тата лицей директорĕ О.В.Савчук алă пуснă.
«Ку килĕшÿ — çамрăксен патриотла кăмăл-туйăмне çи- рĕплетмелли тата право культурине ÿстермелли, çамрăклах професси çулне суйласа илмелли питĕ кирлĕ утăм пулса тăрать»,— палăртнă Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн ертÿçи Александр Владимирович Полтинин.