1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:07

Республика, округ

• ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 38-мĕш сессийĕнче республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне пĕрремĕш вулавпа ырланă, «аталану бюджечĕ» тесе хакланă. Парламент спикерĕ Леонид Черкесов шучĕпе республика бюджечĕ социаллă мĕнпур обязательствăна упраса хăварĕ, çав вăхăтрах экономика аталанăвне те тивĕçтерĕ. Бюджетăн çитес çулхи тупăш пайĕ 108 миллиард тенкĕ ытларах пулĕ — 2025 çул пуçламăшĕнче палăртнинчен чылай пысăкрах. Çакă вара тăкаксене пысăклатма май парĕ, регионăн 2026 çулхи бюджечĕн тăкакĕ- сем 109,8 млрд тенкĕпе танлашĕç. Бюджет проекчĕпе иккĕмĕш вулав паян — сессин иккĕмĕш тапхăрĕнче пулĕ.

• Чăваш Енре кăçалхи вунă уйăхра пур категорири хуçалăхсем суса илнĕ сĕтĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 437,3 пин тоннăран иртнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3,3 процент хушăннă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле асăннă кăтарту 500 пин тоннăран иртессе шанаççĕ. Ку пĕрлехи ĕçе пирĕн округри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те хăйсен тÿпине хываççĕ, производствăна ÿстерсех пыраççĕ. Республикăри хуçалăхсенче январь-октябрь уйăхĕсенче кашни ĕне вăтамран 7132 килограмм е 2024 çулхи çак тапхăртинчен 6,3 килограмм нумайрах сĕт антарнă. Пирĕн округри малта пыракан хуçалăхсенче те ĕнесен сĕт тухăçлăхĕ çакăнтан кая мар.

• ЧР Правительствин Председателĕ Сергей Артамонов Татьяна Молоковăна Чăваш наци телерадиокомпанийĕн ертÿçине çирĕплетни çинчен калакан документа алă пуснă. Татьяна Молокова массăллă информаци хатĕрĕсен тытăмĕнче 30 çула яхăн ĕçлет. Чăваш наци телекуравĕнче 2012 çултанпа вăй хурать, малтан шеф-редактор должноçĕнче, унтан информаци кăларăмĕсен ертÿçи пулнă.

• Кăçал Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — поэт, драматург, прозаик, патшалăх тата общество деятелĕ — кун çути курнăранпа 126 çул çитрĕ. Вăл 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Канаш тăрăхĕнчи Касаккасси — халĕ Çеçпĕл, ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ, ачаранах вулама юратнă, алăпа çырса журнал кăларса тăнă, каярахпа сăвăсем хайлама тытăннă. Тĕрĕслĕхшĕн, тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн çуннă, чăваш «чĕрĕлессе», мĕскĕнлĕхрен тухасса шаннă, уншăн кĕрешнĕ.

• Хăй вăхăтĕнче Енĕш Нăрваш шкулĕнче учительте, каярахпа ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, Тăвай райĕçтăвкомĕн председателĕн заместителĕнче ĕçленĕ, халĕ кÿршĕллĕ Вăрмар округĕнчи Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Анатолий Иванович Ивановăн «Хумсем çухалмаççĕ» ятпа черетлĕ сăвă кĕнеки кун çути курнă. Сăвăç унта тăван тавралăхпа пурнăçа малалла сăнарланă, туслăхпа юратăва çĕкленĕ, хастар ĕçпе патриотлăха, халăхсен пĕрлĕхне мухтанă, сăвă хайлас ĕçĕнчи хăйĕн стильне, техникине малалла аталантарнă. Кĕнеке 200 экземплярпа пичетленсе тухнă.

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать