Тăвай округĕнчи 22 пулăшу пунктĕнче волонтерсен ушкăнĕсем хÿтĕлев тетелĕ çыхаççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ, госпитальсенчи салтаксем валли тумтир çĕлеççĕ, фронта кирлĕ хатĕрсем пухса ăсатаççĕ.
Çĕнĕ Ишпуçĕнче вара «Единая Россия» политика партийĕн пуçламăш организацийĕн секретарĕ Ольга Архипова культура ĕçченĕ ертсе пынипе ятарлă çар операцийĕн-чи салтаксем валли типĕ апат хатĕрлеççĕ. Çакăн валли кирлĕ ингредиентсемпе кăсăклансан, вунă ытла продукта асăнчĕ вăл: çĕрулми, купăста, кишĕр, сухан, ыхра, помидор, тăварланă хăяр, панулми, кăшман, ешĕл çимĕçсем, кăмпа, аш-пăш (5 тĕрлĕ) тата ыт.те.
Куратăр пулĕ, çимĕçсене çуса-тасатса, тураса типĕтме хатĕрлесе çитериччен пĕр-икĕ сехет çеç те иртмест. Килти ĕçсене пăхмасăр Зинаида Николаевна Никитина, Татьяна Юрьевна Джуманазарова, Галина Львовна Ядгарова куллен хутшăнаççĕ çак ĕçе. Сушилкăсем пĕр чарăнмасăр ĕçлеççĕ. Любовь Геннадьевна Краснова килĕнче те типĕтет.
О.Архипова каланă тăрăх Ишпуçĕнчи ăстаçăсем пĕр центнер ытла типĕтнĕ продукта Шупашкара, «Чăваш Енĕн килти кухнине» («Домашняя кухня Чувашии») ăсатнă. Кунта вĕсене тĕрлĕ яшкапа иккĕмĕш блюда валли ятарлă хутаçсене тултараççĕ.
«Нимĕнле ĕç те хăратмасть пирĕн хĕрарăмсене, аннесене. Мĕнле саккас параççĕ, çав апат валли хатĕр-летпĕр юр-варне. Типĕ яшкана кирек хăш вăхăтра та хатĕрлесе çиме пултараççĕ салтаксем. Çавна тĕпе хурса вăй хуратпăр. Тавах ырă ĕç тăвакансене, çав шутра таврари ялсенчен тĕрлĕ çимĕç кÿрсе паракансене те. Финанс е ытти пулăшу парас текенсене 89030653992 тата 89656880633 номерсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр»,— пĕтĕмлетрĕ калаçăва ялти волонтерсен ертÿçи Ольга Васильевна.
Вăл Татьяна Юрьевнапа Галина Львовна ячĕсене уйрăммăн палăртрĕ. Мухтавлă амăшĕсен ывăлĕсем СВОра неонацистсене хирĕç паттăрла çапăçса вилнĕ.
«Çак сăваплă ĕçре çынпа пĕрле пулни чуна пусарать, самантлăха хуйха мантарать. Кашни ĕçех салтаксем килĕ-сене ырă-сывă таврăнччăр, тесе кĕлтуса пуçлатпăр. Çĕнтерÿ çулĕ фронпа тыл пĕрлĕхĕнчен йĕркеленет-çке»,— терĕç вĕсем.
Тавах сире тăрăшулăхшăн, тимлĕхшĕн, пулăшушăн, хастар чун-чĕрешĕн!
Çĕнĕ Ишпуçĕнчи ятарлă çар операцине пулăшакан волонтерсен пĕр ушкăнне çак кунсенче «Единая Россия» партин Тав хучĕсемпе чысланă.
Вĕсен хушшинче — Галина Николаевна Федорова та. Виçĕ ача амăшĕ вăл. Кĕçĕнни Евгений Геннадьевич хальхи вăхăтра СВОра хÿтĕлевçĕ тивĕçне чыслăн пурнăçлать.