Чăваш Ен Правительствин ертÿçи Сергей Артамонов резерв фондĕнчен Ял хуçалăх министерстви валли 628,36 млн тенкĕ укçа уйăрассине алă пусса çирĕплетнĕ. Асăннă укçа-тенкĕне аграрисене техника тата производствăн технологи модернизацине — ятарлă техника тата оборудовани туянса тăкакланине — саплаштарма уйăраççĕ.
ĕрте усă куракан ятарлă агрегатсем туянса тăкакланине саплаштараççĕ, ытти — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен тата çĕрулмипе пахча-çимĕç çитĕнтерекен хуçалăхсем, ÿсен-тăран отраслĕ валли.
Ял хуçалăх техники туянма çак çула валли уйăрнă 599,64 млн тенкĕ- не туллин усă курса пĕтернĕ, çавăнпа ку тĕллевпе хушма укçа уйăрма йышăну тунă. Патшалăх пулăшăвĕ- пе усă курни эффективлă пулнине палăртнă. Юлашки пилĕк çулта республикăра энергипе тивĕçтересси 100 гектар ака лаптăкĕ пуçне 168 лаша вăйне çитнĕ, унччен вăл 111 пулнă. Асăннă кăтарту Атăлçи федераци округĕнче кăна мар, Раççейри вăтам шайран пысăкрах. Апла пулин те, республикăра та техникăна çĕнетессин модернизаци программипе малалла ĕçлеççĕ.