Вăхăтăн çыхăнăвĕ нихăçан та татăлмасть. Тăван ен историйĕ çынсене яланах хăй патне туртнă, мĕншĕн тесен унта мăн асаттесен ăслăлăхĕ, мухтавлă ĕçĕсем сыхланса пыраççĕ. Çак историе пулас ăрусем валли упраса хăварма тăрăшаççĕ те пирĕн таврапĕлÿçĕсем.
Виçĕмкун Тăвай округĕнче «Тăван ен историне упрамалла» ятпа краеведсен черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Çавра сĕтел хушшинче Тăван çĕршыв историне тĕпчес, культура еткерлĕхне тата чăваш чĕлхине упраса хăварас, хамăр тăрăхри çăлкуçсемпе асăну вырăнĕсене тĕпчес, вĕсене халăх патне çитерес ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Хăйсен авалхи туприсем çинчен Е.В.Школьников тата П.В.Винников каласа пачĕç. Сăхăтпуç ялĕнчи Т.М.Анисимова ялта музей йĕркелес ĕç мĕнле пыни çинчен чарăнса тăчĕ. Л.И.Данилов калаçăвне Ульяновск хулинчи чăвашсем патне кайса килнипе çыхăнтарчĕ, тĕп библиотекăна Чĕмпĕр писателĕсемпе поэтсен чăвашла кĕнекисене парнелерĕ. Т.В.Манишева библиотекарь Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Çĕнĕлĕхсем хушшинче Ю.В.Гусаровăн «Представители династии Романовых в Чувашии», «Чувашские обряды и праздники», Г.П.Волковăн «Сувары-чуваши» кĕнекисем кăсăклă пулчĕç.