Çак эрнере Тăвайри 45-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ «администраци çуртĕнчи пушар» сценарипе тренировка ирттернĕ.
Вĕренÿ вăхăтĕнче çуртра ĕçлекенсене эвакуацилес, çулăма сÿн- терес тата васкавлă службăсемпе çыхăнса ĕçлес ыйтусене тимленĕ. Маневрсем пушарниксемпе ытти службăсем тикĕс те оперативлă, пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса ĕçленине кăтартса панă — çаксем пурте çынсемпе персонал хăрушсăрлăхĕшĕн пысăк пĕлте- рĕшлĕ.
Пĕрлех пушар хăрушсăрлăхĕн ансат прависене те аса илтерер: электроприборсемпе усă курнă чухне вĕсене пăхакансăр ан хăварăр; проводкăна тĕрĕслесех тăрăр; пушар сÿнтермелли хатĕрсене алă айĕнчех тытăр.
Çăлакансене професси ăста-лăхĕшĕн тата хастарлăхĕшĕн тав сăмахĕ калатпăр. Кунашкал тренировкăсем вĕренÿ шайĕнче кăна юлччăр.