1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:17

Уяв кунне халалласа

Аннесен кунне халалласа округри хĕрарăмсен командисем хушшинче волейбол турнирĕ ирттернĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Аль» спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Кириллов ăнăçу суннă, çакăн пек тĕлпулусем волейбол вăййине тĕрлĕ ÿсĕм хушшинче анлă сарма пулăшнине палăртнă.

Турнира 5 команда хутшăннă, вăйăсем çивĕч иртнĕ. Малти вырăна — Элпуç, 2-мĕшне — Тăрмăш шкулĕ-сен командисем, 3-мĕш- не «Норвашатасем» тухнă. Жюри палăртнă пысăк ăсталăхлă спортсменкăсем хушшинче — Наталия Николаева, Елена Данилова (иккĕшĕ те Енĕш Нăрваш), Эмилия Иванова (Тăрмăш), Ангелина Антонова (Элпуç шкулĕ). Çĕнтерÿçĕ-семпе хутшăнакансене пурте илемлĕ вăйăшăн тав тунă. Малтисене дипломсемпе медальсем парса хавхалантарнă.

Раиса ВАСИЛЬЕВА

Поделиться:
Распечатать