Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Чутей тăрăхĕнчи волонтерсем СВОри салтаксем патне ыр кăмăллăх пулăшăвĕ çитереççĕ. Кĕмĕл волонтерсем 200 хÿтĕлев тетелĕ çыхса фронта ăсатнă. Ялти шкулта вĕренекенсем те хÿтĕлевçĕсене пулăшаççĕ: открыткăсенчи ырă сăмахсемпе çар çыннисене хавхалантараççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пухма хутшăнаççĕ. Аслисемпе тетел çыхма та çÿренĕ.
Пĕрремĕшсен юхăмĕн пуçламăш уйрăмĕн хастарĕсем, акă, республикăри общество палати пуçарнă «Виçкĕтеслĕх шанчăкĕ» патриотла акци вăхăтĕнче çар тивĕçне пурнăçлакансем патне тав сăмахĕсем çырчĕç. «Сире сывлăхпа ăнăçу, çирĕп- лĕхпе хастарлăх сунатпăр, пурте чĕрĕ-сывă таврăнăр»,— шăрçаларĕç çырусене.
Ачасен виçкĕтеслĕ çырăвĕсем кашни салтак патне çитсе вĕсен чĕрисене ăшăтчăр, тăван киле, çемьене аса илтерччĕр, вăй-хăват, шанчăк хушчăр.