Çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен Тăвайри кадрсен центрне 14—18 çулсенчи çул çитмен граждансенчен вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçасси пирки 280 заявлени пырса кĕнĕ.
Çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине «Тăвай муниципаллă округĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» программăна тĕпе хурса йĕркеленĕ. Çĕнĕлĕхсемпе килĕшÿллĕн, пур çамрăк та тата вĕсене ĕç паракансем те ĕçлев тата ĕç хутшăнăвĕсен сферинче «Работа в России» (УЦП) Пĕрлехи цифра платформипе усă курса ĕçпе тивĕçтерекен службăна электронлă майпа заявлени параççĕ, унсăр пуçне ачасен резюме йĕркелесе, электронлă майпа çитермелле.
Центр специалисчĕсем резюме, заявленисем çырма пулăшаççĕ. Çапла майпа çул çитмен 280 ачана пурне те «Раççейри ĕç» портал урлă вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Ĕçшĕн тÿлеме вырăнти бюджетран 300 пин тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен — 220 пин тенкĕ. Çамрăксем ытларах территорие тирпей-илем кĕртес ĕçсенче, хушма ансат ĕçсемпе апат-çимĕç продукчĕсене чĕркесе хатĕрлес тĕлĕшпе тăрăшнă.
Ĕç шыраса центра 9 инвалид пынă, вĕсенчен 2-шĕ — ятарлă çар операцине хутшăннисем. Вĕсене пурне те регистрацилесе, ĕçсĕр граждансем тесе йышăннă, професси енĕпе пулăшу мерисемпе тивĕçтернĕ. Паянхи кун 2 çын ĕçсĕр шутланать.