1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Декабрь 2025 г.
19 декабря 2025 г. 9:16

Çур ĕмĕре яхăн руль умĕнче

 

Тăвайри Василийпе Татьяна Хумышевсем — туслă кил-йыш. Иккĕшĕ те Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ, район центрĕн-че ĕçлеме вырнаçнăран кунтах тымар янă, çирĕп кил-çурт çавăрнă, хĕрпе ывăл пăхса ÿстернĕ, 3 мăнуклă пулнă.

Сăмахăм çемье пуçĕ çинчен пулĕ. Çакăн валли сăлтавĕ те пулчĕ. Декабрĕн 21-мĕшĕнче Василий Андреевич 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Унсăр пуçне професси юбилейĕ те, 45 çул ытла вăл машина рульне алăран ямасть.

Вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех тракторист удостоверенине тата аттестат илнĕ çамрăка «Победа» хуçалăх ертÿçисем «хурçă ут» шанса панă. Ара, пиччĕшĕсем Анатолийпе Владимир Андреевичсем водительте тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ-çке, кĕçĕнни те вĕсен ятне яман, хастар пулнă. Унтан — çар служби, салтак çар гимнастеркине хывсанах Кÿкеçе çул тытнă, водительсен курсĕнче вĕренсе права илнĕ. «Сельхозхими» пĕрлешĕвне водителе вырнаçнă. Унтан тĕп больницăра, çар комиссариатĕнче пуçлăхсене «турттарнă». Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕн администрацийĕнче çăмăл автомашина рулĕ умĕнче вăл. Паллах, пуçлăхсемпе тĕрлĕ çĕре кайма тивет. Ир-ирех инçе çула тухма техники шанчăклă, юсавлă унăн. «Ăçта хушаççĕ — çавăнта»,— тет вăл ăшă туйăмпа руль умне ларса. Паллах, ертÿçĕсем те çакăн пек кăмăлçах çынпа, опытлă та ырă чунлă водительпе çул çине тухма хавас.

Василий Хумышевпа пĕртăван Анатолийпе Владимир пиччĕшĕсем тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Йăмăкĕсем — Лидия, Надежда, Валентина вара сывлăх сыхлавĕн ĕçĕпе çыхăнтарнă хăйсен кун-çулне.

Ĕçпе сумлă ят çĕнсе илнĕ водитель тĕрлĕ чыс паллине, Тав çырăвĕпе Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ял-йыш ячĕпе ăна малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сунатпăр.

Поделиться:
Распечатать