Тăрмăшри вăтам шкул музейĕнче ĕçпе вăрçă паттăрĕсене халалланă фотостенд сахал мар. Унти сăн ÿкерчĕксем ял-йыша, çамрăксене пулса иртнĕ историсене аса илтереççĕ, манма памаççĕ, паянхи, пулас пурнăç шăпине тăвакансемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Музейре ĕçлекенсене СВО пулăмĕсем уйрăмах кăсăклантараççĕ. Пурте çĕнтерĕве шанса кĕтеççĕ, май килнĕ таран çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшма тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах ятарлă çар операцийĕн- че çапăçакан ентешсене пĕрне те манмаççĕ, вĕсен çарти кун-çулне йĕрлесех тăраççĕ, вĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Калама çук йывăр хуйхăсем те яла çитрĕç. Хăш-пĕр салтаксем çапăçусенче пуçĕсене хучĕç. Эпир çав паттăрсене нихăçан та манас çук.
Тăрмăшра çуралнă е Тăрмăш шкулĕн-че вĕренсе тухнă СВО паттăрĕсем паянхи куна 23-ĕн. Отпуска килекен салтаксем хăйсем вĕреннĕ шкула яланах кĕрсе курма тăрăшаççĕ. Акă, çак эрнере Александр Леонидович Владимиров Канашран килсе çитрĕ. Шкула карантина хупнипе ачасемпе тĕл пулаймарăмăр.
Александр Тăрмăшра çуралнă. Ашшĕ Леонид Васильевич çак ялтан, амăшĕ Валентина Спиридоновна Лачкассинчен пулнă. Каласа хăварма юрать, туслă та ĕçчен çемьере 7 ача çитĕннĕ. Саша — чи асли. Çемье Канашри ДРСУна пурăнма куçнă май Саша Хучельти 9 çул вĕренмелли шкула пĕтерчĕ, 10-11 классене 1993 çулта Тăрмăшра вĕренсе тухрĕ. Эпĕ ун чухне шкулта военрук пулса ĕçлеттĕмччĕ.
Чăннипе каласан, Сашăна пурнăçĕн-че нумай йывăрлăха, вăрçă пăтăрмахĕ-сене, вилĕмпе юнашар утнисене чăтса ирттерме тÿр килнĕ. Пирĕштийĕсем ăна хытă сыхланă курăнать. 1995 çулта çара кайсанах ăна Чечен вăрçине яраççĕ. Унтан вăл аманса килет. Мирлĕ пурнăçа кÿленсе Волжск хулинчи Мускав университетĕнче автомобиль çул-йĕрĕ тăвакан специальноçа алла илет, 5 çула яхăн Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Сахалин утравĕ çинче аслă прораб пулса çĕнĕ çулсем хывать.
Анчах 2022 çулта Сашăна мирлĕ пурнăçран Раççей çарĕн ятарлă хĕç-пăшал операцине мобилизацилеççĕ, БМП-3 техникăн механик-водительне лартаççĕ, гварди кĕçĕн сержант званийĕ параççĕ. 2025 çулта нумай осколок лекнипе пуçран тата ытти вырăнтан йывăр аманать, çур çул ытла тĕрлĕ госпитальсенче темиçе операци тÿс-се ирттерет.
Унăн характерĕ хытă та çирĕп. Кулянса лармасть, йĕркеллĕ, хаваслă калаçать. Эпир çĕнтеретпĕр, тет. Виçĕ хĕрачине ура çине тăратса, тĕрĕс çул çине кăларасшăн. Медалĕсене те куртăмăр: IV степеньлĕ Çветтуй Георгий хĕресĕ, «Хăюлăхшăн», «Çапăçусенче палăрнăшăн», татах та пур.
Уйăх вĕçĕнче каллех фронта каймалла. Аманнине кура хăйне ăçта ярассине халлĕхе пĕлмест-ха. Эпир, унпа тĕл пулакансем, ăна сывлăх, телейлĕ кун-çул сунса ăсатса ятăмăр. Вăрçă хирĕ-сенчен тĕрĕс-тĕкел çĕнтерÿпе таврăнмалла пултăр санăн, Александр, çĕршыва хÿтĕлекен паттăр салтак. СВО паттăрĕсене мухтав!