• Шупашкар хулин — çĕнĕ пуçлăх. Ăна депутатсен Шупашкар хула пухăвĕн черетсĕр 4-мĕш ларăвĕнче суйланă. Конкурса иккĕн — хулан çурт-йĕр фончĕн управленийĕн ертÿçи Андрей Шестаков тата хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă Станислав Трофимов хутшăннă. Вĕсен хула аталанăвĕн тĕллевĕсене палăртассипе çыхăннă доклачĕ-сене итленĕ тата сÿтсе явнă хыççăн депутатсем ертÿçĕ пулма пĕр саслăн Станислав Трофимова шаннă. Вăл Красноармейски салинче 1992 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче çуралнă.
• Декабрĕн 10—12-мĕшĕсенче Якутире «Пĕчĕк Тăван çĕршыв — Раççей вăйĕ» Пĕтĕм Раççей Форумĕн регионти кунĕсем иртнĕ. Унта Чăваш Енрен Елчĕк тата Патăрьел округĕсен пуçлăхĕсем Леонард Левыйпа Рудольф Селиванов хутшăннă. Пĕтĕмпе вара форума çĕршыври 400 яхăн çын пухăннă. «Паллах, форумри лайăх тĕслĕхсемпе эпир хамăрăн округсен пурнăçне лайăхлатас ĕçре усă курăпăр»,— тенĕ Патăрьел округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.
• Вăрмар округĕнчи Чулкаç культура çурчĕн проекчĕ лайăххисен шутне кĕнĕ, «Март-2025» федераци конкурсĕнче мала тухнă. «Ку çĕнтерÿ пирĕн республика территорийĕ-сене, уйрăмах ялтисене, комплекслăн аталантарса пынине çирĕплетет»,— палăртнă ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов.
• Шупашкарта регионсен пĕрлехи «Туризмпа вăйлă Чăваш Ен — хĕллехи тапхăр» форумĕ иртнĕ. Форумăн тĕп площадки пулса хăнасене «Пехет» агромаркет йышăннă. Унта тĕп хуламăрăн Çĕнĕ çулхи сăн-сăпатне курса хаклама, регионăн туризм майĕсемпе паллашма май пулнă. Форум программипе килĕшÿллĕн «Тутлă Раççей» тата «Ăстасен Чăваш енĕ» фестивальсем иртнĕ.