1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Декабрь 2025 г.
19 декабря 2025 г. 9:16

Олег НИКОЛАЕВ: «Лару-тăрăва контрольте тытатпăр»

 

Правительство çуртĕнчи эрнери черетлĕ канашлура Чăваш Республикинче грипп тата ытти ОРВИ тĕлĕшпе пулса тăнă лару-тăрăва тишкернĕ. Ытти çĕрти пекех, вĕсемпе чирлесси пирĕн республикăра та ÿснĕ. ОРВИпе чирленĕ 7 пин ытла тĕслĕхе регистрациленĕ. Чăваш Енре, шел те, чирлессин кăтартăвĕсем Раççейри вăтам шайран та пысăкрах. Хальхи вăхăтра врачсем стационарсенчи тата амбулаторисенчи 9 пине яхăн çынна тĕрĕслесе тăраççĕ. ОРВИпе чирлесси Шупашкар хулинче уйрăмах пысăк.

«Эпир кашнинех тивĕçлĕ пулăшу пама тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кирлĕ хатĕрсен — эмелсен, уйрăммăн хÿтĕленмелли, дезинфекци тумалли хатĕрсен тата çавăн пекех грипа, ОРВИне, COVID-19a тĕп-тĕрĕс диагностика тума май паракан тест-системăсемпе реагентсен запасне туса хунă. 12 инфекци стационарĕнче, ача-пăча уйрăмĕсене кĕртсе, çителĕклĕ койка фончĕ хатĕрленĕ. Çитмесен хушма койкăсем те васкавлă уйăрăпăр, пĕр çын та тимлĕхсĕр юлмĕ, кашниех квалификациллĕ пулăшу илĕ»,— палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Маска режимĕ çине куçни, грипп тĕлĕшпе ытти чару мероприятийĕ-сем йышăнни, тăванĕсене уйрăм хушу пуличчен стационарсенчи пациентсем патне пырса çÿ-реме чарни çинчен сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова каласа панă.

Олег Николаев Чăваш Енре пурăнакансене профилактика мерисем тĕлĕшпе яваплăха ÿстерме чĕнсе каланă.

Çĕнĕ коронавирус инфекцине республикăра 14 лабораторире, çав шутра медицина организацийĕсен 8 лабораторийĕнче диагностика тăваççĕ. Республикăра çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен (СOVID-19) сыхланса вакцинаци тунă çынсен тÿпи 46,1 процентпа танлашать. Çак лару-тăрура вакцинаци пĕлтерĕшĕ пысăк.

Хальхи эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская массăллă культура, спорт тата ытти мероприятисем ирттерес тĕлĕшпе вăхăтра тивĕçлĕ чару мерисем йышăнма сĕннĕ. Вĕренÿ организацийĕсенче йывăр инфекци чирĕсен паллисене тупса палăртма ачасене тĕрĕслесех тăмалла.

Поделиться:
Распечатать