Тăвай округĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшса тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Пирĕн Улянкăри хастар хĕрарăмсем отпуска килекен салтаксенчен нускисем çыхса парса яраççĕ, апат-çимĕçсемпе те, ытти енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ.
Хÿтĕлев сеткисем çыхма май çукран çак ĕçре ытти ялсенче вăй-халне шеллемесĕр тăрăшакансене пулăшас тесе, акă, çак кунсенче ялти волонтерсем тетел валли материалсем илме укçа пуçтарса панă. Вун улттăн вĕсем. Ветерансен совечĕн председателĕ Анатолий Михайлов Çĕнĕ Ишпуçĕнчи типĕ апат хатĕрлекенсене пахча çимĕçпе тивĕçтернĕ.
Ун хыççăнах Сергей Алексеевичпа Любовь Ивановна Петрушковсем ашран апат хатĕрлеме сурăх, çĕрулми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, салатсем, Марина Александровнапа Геннадий Владимирович Осиповсем сурăх какайĕ, Ивета Михайловнапа Владимир Александрович Тарасовсем качака ашĕ, Владимир Алексеевичпа Вера Ивановна Лаптинсем пĕр сетка купăста, кăшман, кишĕр, çĕр улми, консервланă хăяр парса янă çĕнĕ ишпуçсенчен
Ял старости пулнă май, пурне те чунтан тав тăватăп. Пулăшу ĕçĕ çакăнпа вĕçленмест, типĕ апат валли мĕнле çимĕçсем кирлине ыйтса шăнкăравласах тăраççĕ ял çыннисем.