• Патшалăхăн сывлăха упрамалли программипе ЧР сывлăх министрĕ Лариса Тарасова паллаштарнă май, республикăра 2030 çул тĕлне граждансен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 78 çула çитерме палăртнине пĕлтернĕ.
• Халĕ республикăра çулталăкра çын пуçне тивекен алкоголь калăпăшĕ 9,25 литрпа танлашать-мĕн. 5 çултан ку кăтарту 8,76 литр таран пĕчĕкленмелле.
• Юлашки пилĕк çулта халăх йышĕ 5 процент чакнă. Ача çуратнă тĕслĕхсем вара 22 процент чухлех сахалланнă. Ача çуратма пултаракан хĕрарăмсен йышĕ те пĕчĕкленнĕ.
• Паян республика тĕнчери 84 çĕршывпа суту-илÿ тăвать. Унăн географийĕ анлăланса пырать. 2020 çултанпа Африка çĕршывĕсене ăсатакан экспорт калăпăшĕ 3 хут пысăкланнă, Ази çĕршывĕсене — 2 хут.
• Кăçалхи 10 уйăхра республикăра аш-какай туса илесси 5,3 процент хушăннă — 98,7 пин тоннăна çитнĕ. Çакăнта кайăк-кĕшĕк отраслĕн тÿпи курăмлă. Ăна Чăваш Енре туса илекен какайăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 60 проценчĕ ытлапа танлашать.
• Патăрьел округĕнче тин çуралнă ачасем валли тата виçĕ çулчченхи пепкесене пăхма кирлĕ япаласен прокат пункчĕ уçăлнă. Программа тĕллевĕ — пĕчĕк ачаллă çемьесене пулăшасси. Çак пулăшу ĕçĕ тÿлевсĕр. Республикăри ытти хăш-пĕр округсенче те ĕçлеççĕ прокат пункчĕсем.
Часах Тăвай енре те уçăлмалла çакăн пек пулăшу центрĕ..
• «Музыкавместе» проект финалĕ итлекенсене тыткăнланă. Татьяна Куртукован «Матушка-Земля» юрри Атăлçи федераци округĕнчи 7 наци чĕлхипе янăранă (чăвашла, çармăсла, ирçелле, тутарла, вырăсла, пушкăртла, удмуртла).
«Пурте чуна тыткăнламалла юрларĕç. Эпир пурте — округ çыннисем. Пирĕн культура, чĕлхе, йăла-йĕр- ке расна, анчах пире пурне те мăнаçлă Раççей пĕрлештерет»,— тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев телеграм-каналĕнче. Чăваш Республикинчен клипа «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ хутшăннă.
• Спорт министерствин «Росинка» спортпа сывлăх центрĕнче «Кĕпĕрнаттăр лагерĕн» юлашки смени вĕçленнĕ. Программа Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе Пĕтĕм тĕнчери ачасен «Артек» лагерĕн тĕслĕхĕпе 2-мĕш çул ĕçленĕ. Кăçал сменăсене 11—17 çулсенчи 800 ача хутшăннă. Ачасем путевкăсене вĕренÿри, спортри, общество ĕçĕнчи, конкурссенчи çитĕнÿсене шута илсе тÿлевсĕр тивĕçнĕ. Лагерьте пуян та интереслĕ программа хатĕрленĕ: ăсталăх класĕсем, пултарулăх мастерскойĕсем, паттăрсемпе йĕркеленĕ тĕлпулусем тата ытти те. Тăвай округĕнчен декабрьти сменăра Тăрмăш шкулĕнчи Надежда Матвеева, Елисей Петров, Анна Михайлова каннă.