1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Декабрь 2025 г.
19 декабря 2025 г. 9:26

Ял хастарĕсене — Тав хучĕсем

Амалăхри клубра ятарлă çар операцине хутшăнакан хÿтĕлевçĕсене пулăшакан, ытти ыр кăмăллăх ĕçĕсенче палăракан волонтерсене чысланă. Германири совет çарĕсен ушкăнĕнче службăра тăнă округри ГСВГ уйрăмĕн председателĕ Валерий Шашков вĕсемпе çавра сĕтел хушшинче тĕлпулу ирттернĕ.

Уяв сĕтелĕ хушшинче чей ĕçнĕ май кунти кĕмĕл волонтерсем ыр кăмăллăх пулăшăвĕ çинчен каласа панă: маскировка тетелĕсем çыхнисĕр пуçне Çĕнĕ Ишпуçĕнчи ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли типĕ апат хатĕрлекенсене пахча-çимĕç, çĕрулми, ытти чĕртавар тураса пама хастар хутшăннă. Халĕ те апат хатĕрлемешкĕн тĕрлĕ продукт леçсе параççĕ. Виталийпе Людмила Алексеевсен ывăлĕ СВОра паттăрла пуç хунă. «Йывăр çухатăва кăштах та пулса çăмăллатма халăхпа пĕрле ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнни пулăшать. Çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшасси тылри кашни çыннăн тивĕçĕ»,— тесе пур ĕçре те пуçаруллă паттăр салтакăн ашшĕпе амăшĕ.

— Эпир фронтри паттăрсемпе мăнаçланнă пекех сирĕн умăрта та пуç таятпăр. Сирĕн тылри ырми-канми ĕçĕр çĕршыва чунпа парăнни, унăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнипе танах тата малашлăх аталанăвĕн никĕсĕ,— тенĕ ГСВГăн Тăвай тăрăхĕнчи уйрăмĕн председателĕ Валерий Шашков.

Вăл тăрăшуллă волонтерсене ятран палăртса республикăри общество пĕрлĕхĕн Тав хучĕсем панă. Акă вĕсем ял хастарĕсем — Людмилăпа Виталий Алексеевсем, Николайпа Лидия Муштаковсем, Зинаида Гурина, Елена Степанова, Валентина Колотушкина, Зинаида Тарасова, Ирина Павлова, Елена Владык, Валентина Краснова, Лидия Иванова, Эльвира Орлова, Надежда Каишова клуб ĕçченĕ, Людмила Иванова, Марийăпа Любовь Воробьевасем, Надежда Иванова. Часах волонтерсене саламлама Çĕнĕ Ишпуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Шанчăк» ушкăн килсе çитнĕ. Вĕсем уява юрă-ташăпа илемлетнĕ.

Поделиться:
Распечатать