1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
5 декабря 2025 г. 8:46

Аккондçăсен продукцийĕ те пур

Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне халалланă «Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики» форумăн кун йĕркинче апат-çимĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулнă. Шупашкарта ăна 21-мĕш хут йĕркеленĕ.

Унта çак сферăри специалистсем, федераци шайĕнчи экспертсем, предприятисен ертÿçисем, влаç органĕсен представителĕсем хутшăннă. Çав шутра Тăвай округĕн представителĕсем те пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев предпринимательсем паха та конкурентлă продукци туса кăларас тĕллевпе çĕнĕ технологисемпе усă курни, çĕнĕ стандартсене ĕçе кĕртни пысăк пĕлтерĕшли çинче чарăнса тăнă.

— Президент наука çитĕнĕвĕсем, креативлă курăм çинче никĕсленекен йышăнусем тумалли тĕллев лартать. Эпир вĕсене тупатпăр, федераци центрĕ пулăшнипе пурнăçа кĕртетпĕр. Юлашки çулсенче нумай ĕç тума пултартăмăр. Промышленноç производствин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе эпир çĕршыври лидерсен шутĕнче. СПИК 2.0 тытăмне кĕме пултартăмăр, 9 кластер йĕркелерĕмĕр, уйрăм çынсен технопаркĕсене уçрăмăр, вĕсене резидентсем йышăнаççĕ, çĕнĕ йышши продукци туса кăларас енĕпе ĕçлеççĕ,— тенĕ Олег Алексеевич.

Форумра «Чăваш Республикин пахалăх марки», Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурссен çĕнтерÿçисене, çавăн пекех республика Пуçлăхĕн социаллă яваплăхшăн паракан премине тивĕçнисене чысланă. «ЧР пахалăх марки» конкурсра палăрнисен йышĕнче — «АККОНДМОЛОКО» хăйми те пур.

Поделиться:
Распечатать