Тăвайри Культура çуртĕнче Аннесен кунне халалланă уяв иртнĕ. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсене, арăмĕсене тата ыттисене чĕннĕ.
Уявпа округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Тăвай территори уйрăмĕн начальникĕ Николай Сормов тата ыттисем саламланă. Тăван çĕршыва юрăхлă ывăлсем çуратса ÿстернĕшĕн тав тунă, ырлăх-сывлăх суннă. Вырăнти «Ивушки» ансамблĕн артисчĕсен юрри-кĕвви вара аннесен чун-чĕри- не хускатнă.
Çавăн пекех ытти ялсенче те Аннесен уявĕ ячĕпе мероприятисем пулнă.
Округра салтаксене тата вĕсен çем-йисене пулăшассипе анлăн ĕçлесе пыраççĕ. Патшалăх уйăракан çăмăллăхсем вĕсемшĕн вырăнлă.
Калаçусенче волонтер ĕçĕн пĕл-терĕшĕ пысăккине те палăртнă.
Ирина МИХАЙЛОВА