Паян çĕршывĕпех ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансен, волонтерсен кунне паллă тăваççĕ. Тăвай округĕнче чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнчен çак куна халалласа ырă ĕçсен уйăхлăхне старт панăччĕ.
Пĕлтерĕшлĕ ĕçрен муниципалитет службин ветеранĕсем те айккинче тăмарĕç. Маскировка тетелĕ çыхмалли, антитепловизор плащсем валли материалсем туянма 288 пин тенкĕ укçа пухса пачĕç. Тавтапуç сире! Ку пулăшу питех те вăхăтлă пулчĕ. Фронтри боецсене хÿтĕлев тетелĕсем те, ытти хатĕрсем те питĕ кирлĕ.
«Пĕрле эпир ытларах та тума пултаратпăр!» — терĕç ĕç ветеранĕсем хавхаланса.
Наталья ФЕДОРОВА, халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕ