Йĕпреç округĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнче пурăнакан Лариса Анисимова «Раççейĕн ылтăн пылĕ» конкурса хутшăннă.
Хурт-хăмăрçăсен ăмăртăвĕ Краснодарта Пĕтĕм тĕнчери «ЮгАгро» ял хуçалăх куравĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Конкурсантсем çĕршыври 55 регионтан пухăннă. Палăртмалла: Лариса Анисимова кăçал Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «АпиДар» конкурсра та 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Унăн утарĕ Йĕпреç тăрăхĕн-чи экологи тĕлĕшĕнчен таса вăрманта вырнаçнă. Вунă çул ытла ĕнтĕ вăл пыл хурчĕсем пăхать, паха пыл пухса илет.