1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
5 декабря 2025 г. 8:49

Чăваш хĕрарăмĕн вăйĕ, пултарулăхĕ унра

 

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Пурăн, чăваш тĕрри!» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кăçал конкурса Çĕнтерÿ-пе патриотлăх çулталăкне халалланă, унăн теми — «Улăпăн тĕрленĕ хăвачĕ». Тĕп парнене (Гран-прие) Надежда Михайловна Кузнецова тивĕçрĕ. «Наградăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен илме питех те кăмăллă пулчĕ»,— тет тĕрĕ ăсти. Ятарласа Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне кăларнă «Чувашская вышивка: женские рубахи из собрания Российского этнографического музея» кĕнеке те парнеленĕ вĕсене.

Надежда Кузнецована эпир хамăр ентеш теме пултаратпăр. Чăваш тĕрри кунĕ умĕн, чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вăл Тăрмăш каччипе, паллă чĕлхеçĕпе, халĕ Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕн директорĕпе Александр Кузнецовпа çемье çавăрни 25 çул çитрĕ. Мăшăр «кĕмĕл туйне» паллă турĕ.

Надежда Михайловнан ятне тăтăшах хаçат-журналсенче вулатпăр, радио-телевидени кăларăмĕсем урлă та илтетпĕр. Иртнĕ çулсенче Тăрмăшри вулавăшра пулнăччĕ, тĕрĕ ăсталăхне вĕрентсе мастер-классем ирттерчĕ. Кăçал унпа округри акатуйра та, умĕнхи çул Республика ку- нĕнче калаçма тÿр килнĕч- чĕ.

Надежда Михайловна — педагог, тĕрĕçĕ, Чăваш Республикин халăх ÿнер промыслисен ăсти. Шупашкар хулинче çуралнă, Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕньял ялĕнче çитĕннĕ. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕренсе тухнă. Вăл хăй пĕлÿ илнĕ аслă шкулта, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствинче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотекăра — çемье вулавĕн центрĕнче ĕçленĕ.

ĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 60-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури, пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулса вăй хурать. Çулсерен Шупашкар хулинчи педагогика ĕçче- нĕсен ассоциацийĕн ĕçне хастар хутшăнать. Уçă уроксем, мастер-классем ирттерет, семинарсенче, конференцисенче, çавра сĕтелсенче, квалификацие ÿстермелли курссенче тухса калаçать.

Надежда ачаранах тĕрлеме, çыхма юратнă. 2008 çултанпа тĕрĕ ăсталăхне çине тăрса туптать. Республикăри тата Пĕтĕм Раççейри ÿнер куравĕсене хутшăнса темиçе хут та лауреат пулнă. Пĕтĕм Раççейри «Русь мастеровая» конкурсăн «Тĕрĕ» номинацийĕнче I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Надежда Кузнецова — республикăри «Ача-пăчан ал ĕçĕ: халăх йăли-йĕркисем» ăслăлăхпа меслетлĕх семинарĕн «Чăваш тĕрри» курав-конкурсĕн, «Çĕнтерÿ Символĕсем» республикăри 2-мĕш капăрлăх ÿнерĕ-пе ÿкерчĕксен курав-конкурсĕн, «Вĕрентекен — пур ĕçе те ăста» конкурсăн çĕнтерÿçи. 2021 çулта «Пурăн, чăваш тĕрри!» конкурсра çĕнтернĕ май, тепĕр çулне ăна «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проектра Чăваш Республикин фрагментне тĕрлеме шаннă. Пĕтĕм тĕнчери, Пĕтĕм Раççейри, регионсем хушшинчи тата республикăри наукăпа практика конференцийĕсене тăтăшах хутшăнать вăл. Чăваш наци тĕррине сарас енĕпе пысăк ĕç туса пынишĕн савăнатпăр эпир ентешĕмĕрпе. Унра чăваш хĕрарăмĕн вăйне, ĕçченлĕх-не куратпăр.

Ăçтан-ха пĕр çынра çакăн чухлĕ хастарлăх? Ку çеç те мар, хăй вăхăтĕнче Надежда Кузнецова Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотекăра — çемье вулавĕн центрĕ çумĕнче чăваш тĕррин «Тĕрĕ тĕнчи» клубне йĕркеленĕ. Халĕ хăй ĕçлекен Шупашкарти 60-мĕш вăтам шкулта чăваш тĕррин «Тĕрĕ тĕнчи» кружокĕнчи занятийĕсенче вĕренекенсене чăваш халăх капăрлăх ÿнерĕн авалхи тĕсне юратма вĕрентет. Н.Кузнецова 2020 çултанпа Чăваш Республикин наци библиотеки çумĕнчи «Асамлă тĕрĕ» кружокра занятисем ирттерет.

Александр Валерьяновичпа Надежда Михайловна çу кунĕсенче кашни канмалли кунах Тăрмăша васкаççĕ, отпуск вăхăтĕн- че ялтах пурăнаççĕ. 11 çул ĕнтĕ вĕсем çĕр çырли çитĕн- терме тытăнни. Пахчи вара 3 гектар таранах. Пĕр гектарне сĕтеклĕ çимĕç йышăнать. Çынсем кăмăлласа туянаççĕ. Кÿршĕ регионта та пĕлеççĕ Тăрмăшри çырлаçăсене. Хулара пурăнакансем ялти çĕр ĕçне малти вырăна хума мехел çитереççĕ, ав, ывăлĕсем Максимпа Руслан та хăйсене ял ачисем пекех туяççĕ. Вĕсем кунта ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ.

Туслă та пултаруллă мăшăра вăрăм та телейлĕ кун-çул, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ, çирĕп сывлăх, пĕтĕм ĕмĕте пурнăçа кĕртсе пыма сунатпăр!

Раиса ШУМОВА хатĕрленĕ

 

Редакцирен:

Тĕрĕçĕсен конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухнă Оксана Федорова (Терентьева) Элпуç ялĕнчен пулчĕ (1-мĕш страницăри сăн ÿкерчĕкре сулахайран пĕрремĕшĕ). 2022 çултанпа интересленет тĕрĕ искусствипе. Хăй чăваш тĕррин шкулĕнчен вĕренсе тухнине пĕлтерчĕ. Виççĕмĕш çул конкурссене хутшăнать. 2023 çулта шкул саппунне тĕрлесе çĕнтернĕ. Пĕлтĕрхи Гран-при ĕçĕ пир çинче пурçăн çиппе тĕрленĕ туй минтерĕ пулнă. Кăçал «Пурăн, чăваш тĕрри!» конкурсăн жюри членĕсем умне кăларнă ĕçĕнче, арçын кĕпинче, чăваш мифологийĕнчи Улăпăн вăйне кăтартакан символсемпе усă курнă. Ăна та пурçăн çипсемпе тĕрленĕ. ЧР халăх ÿнер промыслисен ăсти Шупашкар хулинче пурăнать.

Тăван культурăна аталантарас ĕçе тÿ- пе хывакан ылтăн алăллă маçтăрсемпе чăннипех мăнаçланатпăр.

Поделиться:
Распечатать