Раштавăн виççĕмĕ- шĕнче инвалидсен Пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тунă. Çак куна ООН Генеральнăй Ассамблейин резолюцийĕ-пе 1992 çулта палăртнă.
Кашни çын хăйне евĕрлĕ, хăйĕн уйрăм-лăхĕсемпе таланчĕсем пур. Анчах час-часах сывлăх начарри çынна тулли пурнăçпа пурăнма чăрмантарать. Вĕсем пĕтĕм чун хавалĕпе пурнăçшăн çунни кирек мĕнле чиртен те вăйлăрах пулнине ĕнентереççĕ. Историрен паллă, вăй-хал енчен хавшак пултаруллă çынсем наукăра, искусствăра, литературăра, спортра тата ытти сферăра пысăк çитĕнÿсем тума пултараççĕ.
Чутейри вулавăшра тата культура çуртĕн-че çак куна халалласа пуçламăш класра вĕренекенсемпе мероприяти ирттернĕ.
Малтанах ертсе пыракансем ăна хăçан паллă тума пуçлани çинчен каласа панă. Валентин Катаевăн «Цветик-семицветик» юмахне аса илсе, ырă кăмăллăхпа сусăр çынна пулăшмалли тĕп шухăша палăртнă.
Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ паралимп спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнакан, йĕл- тĕрпе тата биатлонпа Раççей спорт мастерĕ ятне тивĕçнĕ Дмитрий Баталовăн хăюлăхĕпе вăй-халĕн тĕслĕхне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Презентаци кăтартнă.
Программăн тĕп пайĕ интерактивлă заданисенчен тăнă. Вĕсем ачасене сусăр çынсем мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине туйса илме май панă: куçĕсене çыхса япаласене хыпашласа пĕлме тăрăшнă, ÿкерсе пăхнă, çавăн пекех йăлари ĕçсене пурнăçланă: пĕр алăпа пушмак шнурокĕ- сене çыхнă, тÿмесене тÿ-меленĕ.
Мероприятие хутшăнакансем сывлăх енчен хавшак çынсен пурнăçĕ çинчен ытларах пĕлнĕ кăна мар, кирек мĕнле лару-тăрура та пĕр-пĕр-не пулăшни мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланма пултарнă.