Юпа уйăхĕнче Ульяновск хулинчен чăваш çыравçисем Николай Ларионовпа Дмитрий Кузьмин Сăхăтпуçне çитрĕç. Çулçÿреве Вăр- мар салинчи «Халăх» ятне çĕнсе илнĕ краеведени музейĕнчен пуçланă иккен.
— Кунта Галина Корытникова ертÿçĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Тĕлĕнмелле авалхи экспонатсем пур. Америкăри тимĕртен тунă сухапуç, малтанхи телевизор, пушар насусĕ, Германирен вăрçăран илсе килнĕ трофей аккордеон... Унтан çакăнтан 70 çухрăмри Красноармейски салинче хăнара пултăмăр,— каласа пачĕç Чĕмпĕр çыравçисем.— Газпромăн Культура çуртне кĕтĕмĕр. Хăтлă, таса, çутă пÿлĕмсем. Унăн ертÿçи музыка консерваторинчен вĕренсе тухнă Андрей Тюмеров. Артистсен ушкăнĕсем ытти çĕршывсене тухса çÿреççĕ иккен. Малти вырăна çĕнсе илеççĕ. Çакăн çинчен кăсăклансах итлерĕмĕр.
Салари шкулта пултăмăр. Шкул директорĕ Алексей Васильев 500 ача вĕреннине пĕлтерчĕ. Вĕрентекенсем шкулăн 135 çулне паллă тума хатĕр-ленетчĕç. Салари тепĕр Культура çуртĕн- че унăн ертÿçи Николай Никоноров баянист-композитор артистсен ушкăнĕ çинчен каласа пачĕ. Кунта 92 çулти юрă ăсти Гурий Дубров 60 çул ĕнтĕ сцена çинче. Юрăсем юрларĕ, хăй кăларнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ, пире парнелерĕ.
Çулçÿрев малалла тăсăлчĕ. Шупашкар районĕнчи Ишекри халăх музейĕн директорĕ Ирина Мочалова экспонатсемпе паллаштарчĕ. Çатра Марга ялĕнчен Петров гидрограф Папанин ушкăнĕпе Çурçĕр океан тăрăх çÿресе çĕнĕ вырăнсене карта çине кĕртнĕ иккен. Ку ялтанах ача чухне ашшĕ-амăшĕпе Ямала тухса кайнă Мешков халăх ÿнер- çи пирки музейра уйрăм кĕтес пур. Вĕсене сума суса ялта ятарлă паллă вырăна кирпĕчрен ухтарнă, паллă ентешсене хисеплесе уявсем тăваççĕ. Ятарлă уяв кĕнеки те кăларнă.
Ульяновск çыравçисем пушă алăпа кайман вĕрентÿ-пе культура çурчĕсене. Д.Кузьмин хăй кăларнă икĕ томлă энциклопедине, Н.Ларионов пичетрен тухнă юлашки кĕнекисене, журналсене, хаçатсене парнеленĕ, шкул ачисене сăвăсем вуласа панă, тăван литература шайĕ, чăваш чĕлхине упрас пирки калаçнă.