1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
5 декабря 2025 г. 8:52

Çĕнтерÿ патне çул хывакансем

«Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă!» — теççĕ халăхра. Çакна Кушкă ялĕ пирки те каланă пулăттăм. Округри пĕчĕк ялсенчен пĕри. Апла пулин те шанчăклă тыл ятарлă çар операцийĕнчи ентешсемшĕн пысăк пулăшу пулса тăчĕ. Ырă ĕçсен фронтĕнчи Ольга Михайлована, Полина Семинапа Татьяна Григорьевана уйрăммăн палăртас килет. Пĕлтĕртенпе çĕр ытла çурта хатĕрленĕ, 80 балаклава çĕлесе салтаксем патне ăсатнă вĕсем.

 

Тинтерех вара тепĕр ĕç хушăннă волонтерсен: çĕвĕ ăсталăхне кура госпитальсем валли аялти кĕпе-йĕм çĕлеме шаннă. Пусма таврашĕпе кушкăсем те, мучарсемпе киччĕ-сем те, ытти ялсенчен пулăшаççĕ.

— Татьяна Григорьева — «Аль» спорт шкулĕн инструкторĕ. Вăл ĕç хыççăн килĕнче çĕвĕ машини умне ларать. Тепĕр чухне пĕрле те пуçтарăнатпăр. Пĕтĕмпе 100 трусси çĕлесе патăмăр,— пĕлтерчĕ Ольга Михайлова клуб ĕçченĕ.

Ырă чунлă Полина Семина пуриншĕн те тĕслĕх. Ялпа юнашарти «Акконд-агро фирма» обществăра ăна уçнăранпах машинăпа ĕне сăвакан операторта ĕçлекенскер, пур çĕре те ĕлкĕрет. Ывăлĕ СВОран йывăр аманса таврăннă. Уншăн пăшăрханман кун иртмест. Шел, çав кун ăна тĕл пулаймарăмăр.

— Ĕç пуçлас умĕн салтак амăшĕ яланах хÿтĕлевçĕсемшĕн кĕлĕ тăвать, часах киле таврăнччăр, чипер сывă пулччăр, тет. Çапла вăй çитнĕ таран фронтри çар çыннисене пулăшма тăрăшатпăр эпир,— терĕ ялти волонтерсен ушкăнĕн ертÿçи Ольга Михайлова. —Тавах çĕнтерÿ патне çул хывакансене.

Поделиться:
Распечатать