1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
5 декабря 2025 г. 8:50

Çурт тăррине çĕнетеççĕ

Тăвай ялĕнчи Кооперативнăй урамри нумай хваттерлĕ 22-мĕш çурт умĕнче пĕр уйăх ĕнтĕ ывăнма пĕлмесĕр тăрăшаççĕ Канаш хулинчи строительсем. Объектăн кивĕ тăррине сĕвсе çĕннипе улăштараççĕ. Çак ĕçсене капиталлă юсав программипе пурнăçлаççĕ.

Виçĕ хутлă çурт тăррине строительство материалĕсене кранпа (сăн ÿке-рчĕкре) хăпартса пыраççĕ. Округ цент- рĕнче çынсен пурнăç инфратытăмĕ хăтлă пултăр тесе тимлеççĕ çапла. Ĕçлĕ хĕвĕшĕвĕн тĕллевĕ — 2030 çул тĕлне ялсенчи пурнăç шайне 30 процент лайăхлатасси. Çапла вара ял çыннисем палăртнă урамри лайăх улшăнăва туйса илĕç кĕçех.

Поделиться:
Распечатать