1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
5 декабря 2025 г. 9:04

Кĕске хумлă кăмака пулăшнипе

 

Кĕске хумлă кăмакапа (микроволновка) апат-çимĕçе ăшăтма меллĕ. Çавăн пекех хуçалăхра ытти тĕллевсемпе те усă курма пулать.

— Чечек лартас умĕн тăпрана дезинфекцилеме те пулăшать. Пластик е фарфор савăта тăпра тултарса 2 минут тытсассăн вăл стерилизациленет.

— Шăнса пăсăлсан, сăмса шывлансан тăвар ăшăтса тытни пулăшать. Тăвара таса чăлхана тултарса 1—2 минутлăха микроволновкăна хурса хĕртĕр те сиплемелли вырăна тытăр. Ăшă тăвар чир-чĕре хăвалать.

— Лимон е апельсин сĕткенне пăчăртаса кăларма ăна микроволновкăра 20-30 çеккунт тытăр та сĕткене юхтарăр.

— Сухан туранă чухне куççуль тухасран пулăшать вăл. Сухан вĕçне, тымарне касса пăрахăр та 30 çеккунт микроволновкăра тытăр. Куççуль кăларакан вещество арканать, суханăн мĕнпур усăллăхĕ упранса юлать.

— Пластик контейнер микроволновкăра усă курма юрăхлине çапла тĕрĕслемелле: контейнера шыв янă стакан лартăр та пĕр минут ĕçлеттерĕр. Енчен те шыв вĕриленнĕ, пластик савăт сиввипех юлнă пулсан вăл микроволновкăра усă курма юрăхлă.

— Микроволновкăра ешĕл çимĕç — укроп, петрушка, кинза — типĕтме те пулать. Техĕм- лĕх курăкне савăта хумалла та 30-шар çеккунт, тапхăр-тапхăр, типсе çитиччен ĕçлеттермелле.

— Вĕтетнĕ техĕмлĕхсен шăрши вăйсăрланнă тăк ăна çĕнетме пулать. 10 çеккунт микроволновкăра тытмалла çеç.

— Савăт-сапа, йывăç ывăса дезинфекцилеме те меллĕ вăл. 1 минут вăйлă хăватпа ĕçлеттерни ĕç хатĕрĕсене дезинфекцилет.

Поделиться:
Распечатать