1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
5 декабря 2025 г. 8:53

Муниципалитет депутачĕсен форумне хутшăннă

Чÿк уйăхĕн 26—27-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» политика партин муниципалитет шайĕнчи депутатсен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртнĕ. Вăл çĕршыври пур регионти 200 ытла депутата пĕрлештерсе анлă дискусси лапамĕ пулса тăнă. Форума Тăвай окру- гĕнчи Ашшĕсен совечĕн председателĕ, ЧР экономика аталанăвĕн министерствин районсем хушшинчи «МФЦн» Куславккари ОП пайĕн начальникĕ Николай Перцев хутшăннă.

Икĕ кун хушшинче унта депутатсем суйлавçăсемпе çыхăнса ĕçлемелли хальхи мелсене, вырăнти ыйтусене татса памалли тухăçлă ĕç- хĕле сÿтсе явнă, ĕç опычĕпе тата çынсене хутшăнтарассине ÿстермелли мелсемпе паллаштарнă.

Çавра сĕтелсене хутшăннă май, Николай Юрьевич пуçаруллă бюджет проекчĕ-пе усă курса округ территорийĕсене тирпей-илем кĕртессин ăнăçлă ĕç практикипе паллаштарнă. Муниципалитет депутачĕ Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе çыхăнса ĕçлени çинчен каласа панă. Çавăн пекех Николай Перцев «Единая Россия» модераторĕсене муниципалитет депутачĕ-сене саккунсемпе ĕçленĕ чухне пулăшма, нормативлă актсен тексчĕсене ансатрах чĕлхепе тума сĕннĕ. Ăна шута илнĕ.

Форумăн тĕп теми «Пĕр- лĕхлĕ Раççейре» муниципаллă депутатсен Çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ 2025 çула пĕтĕмлетесси пулнă. Делегатсем çитес çулхи тĕп плансене палăртнă. Дмитрий Медведев муниципаллă депутатсен корпусĕ умне 2026 çул валли стратегиллĕ тĕллевсем лартнă. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшнине чи пĕлтерĕш- ли тесе палăртнă.

Поделиться:
Распечатать