Мучар ялĕнчи Екатерина Николаевна Наумована 95 çулхи юбилейĕпе Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Анатольевич Ломоносов, территори уйрăмĕн начальникĕ Артем Валерьевич Егоров, тăванĕ- сем ăшшăн саламланă.
Тыл ĕçченĕн кун-çулĕ — çирĕплĕх, ĕçченлĕх тата умри тивĕçе чыслăн пурнăçласа пурăннин тĕслĕхĕ. Вăрçă хыççăнхи юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Екатерина Николаевна бригадăри пĕр ĕçрен те юлман. Харсăр хĕрарăма фермăра ĕçлеме ыйтсан, пĕр турткалашса тăмасăрах килĕш- нĕ. Мăшăрĕ складсен заведующийĕнче вăй хунă. Виçĕ хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă. Вĕсем амăшĕ пекех типтерлĕ, хисеплĕ. Екатерина Николаевна Людмила хĕрĕпе тимлĕхпе хăтлăхра пурăнать. 5 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ ăна.
Раççей Президенчĕ çуралнă кунĕпе янă салам сăмахĕсене вуласа парсан ĕç ветеранĕн куçĕсем шывланчĕç.
Хăнасем ăна çирĕп сывлăх, хастарлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕç. Пирĕн Екатерина Наумова çулĕсене кура мар çирĕп кăмăл-туйăмлă. Кил хуçалăхра тирпейлĕ пулнине юратать, пахчи те çимĕçрен тулăх.
Валентина Лаврова, Любовь КИРИЛЛОВА, ял старости. Мучар ялĕ