1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
5 декабря 2025 г. 9:02

Раççей Геройне асăнса

Улатăр хулинчи 2-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Геройне Александр Старчкова асăнса виççĕмĕш хут республика шайĕнчи волейбол турнирĕ иртнĕ. Çакăн пек ăмăртусем йĕркелени — ентешсен паттăрлăхне сума суни кăна мар, çамрăксене патриотла воспитани парас, массăллă спорта аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывни те.

Турнира Атăлçи тăрăхĕнчи виçĕ регионтан — Чăваш Енрен, Мордва республикинчен тата Чулхула облаçĕнчен 16 команда хутшăннă.

«Аль» спорт шкулĕнчи Владимир Захаров тренер-преподавателĕн воспитанникĕсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илни чăннипех те пысăк çитĕнÿ!

«Командăна, тренера тата ашшĕ-амăшне чаплă çĕнтерÿпе чун-чĕререн саламлатăп. Умра çĕнĕрен çĕнĕ спорт ÿсĕмĕ, вĕренÿре çитĕнÿсем кĕтчĕр. Спорт вăл — сывлăхпа вăй-хал никĕсĕ!» — тенĕ округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов Телеграм-каналĕнче.

Поделиться:
Распечатать