• 2000 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин иккĕмĕш созыври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 23-мĕш сессийĕнче Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцине йышăннă. Вăл 2000 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
Аса илтересшĕн, вăйра тăракан хальхи Конституцие йышăниччен Чăваш Ен конституци актне туса хурассипе тата аталантарассипе истори пĕлтерĕшлĕ виçĕ тапхăр витĕр тухнă — 1926, 1937 тата 1978 çулсенче. 2000 çул — Чăваш Енĕн тăваттăмĕш Конституцине йышăннин истори пĕлтерĕшлĕ çулталăкĕ.
• «2026 çулта Чăваш Енĕн 38 шкулĕнче капиталлă юсав пуçлатпăр»,— тенĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов. Вĕсенчен 20-шĕ — Шупашкарта. Ĕçсен калăпăшĕ рекорд шайĕнче. Çавна май Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевапа, Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн регионти уйрăмĕпе те, хула депутачĕсем ирттернĕ канашлура юсакан кашни шкул çумне куратор çирĕплетес, тенĕ. Вĕсем подрядчиксемпе хутшăнĕç, çивĕч ыйтусене çĕклĕç, ĕçе тĕрĕслесе тăрĕç.
• 2025 çулхи юпа уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле республикăра пурăнакансем 2024 çул пуçламăшĕнче пуçарнă вăрахлăх перекет программипе 115 пине яхăн килĕшÿ тунă — пĕтĕмпе 5,3 млрд ытла тенкĕлĕх. Çак йыш регионти халăхăн 9,8 проценчĕпе танлашать — Атăлçи округĕнчи тата Раççейри вăтам кăтартуран чылай пысăкрах.
• Республикăра таварсем сутăн илмелли «Поставщик кунĕ — уçă диалог» сесси иртнĕ. Ăна «Пехет» агромаркетра йĕркеленĕ. Апат-çимĕç тата агропромышленноç отраслĕсен регионти 40 ытла предприятийĕн ертÿçисемпе специалисчĕсем федерацин суту-илÿ сечĕ-сен представителĕсемпе тĕл пулнă. Тĕллев пĕрре — продукци сутмалли майсене анлăлатасси. Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев республикăра ытти производствăпа пĕрлех юлашки çулсенче çырла туса илесси, сыр хатĕрлесси вăй илсе пынине палăртнă. Продукци туса илмелли кăна сахал, продукци сутас тĕлĕшпе чăрмавсем ан пулччăр. «Коопераци еннелле утатпăр — агрегаторсем йĕркелетпĕр, вĕсем логистика енĕпе тĕп сыпăксем пулса тăраççĕ, вырăнти производительсен продукцине вырнаçтарассине тивĕçтереççĕ»,— тенĕ министр.
• Чăваш тĕрри кунĕнче Шупашкарти «Пехет» агромаркетра тавар туянма килнĕ 200 ытла çын ЧР сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнă «Сывлăх — тимлĕхре: хăвна тĕрĕсле!» акци вăхăтĕнче (ку ĕнтĕ Республика Пуçлăхĕн «Сывлăх патне — утăм» проекчĕн тăсăмĕ) кунта йĕркеленĕ сывлăх пунктĕнче тĕрлĕ чирсенчен тĕрĕсленес енĕпе консультаци илнĕ. Пирвайхи медицина пулăшăвĕ пама, скандинави мелĕпе утма вĕрентни те усăллă пулĕ.
• Республикăра 6-мĕш хут Чăваш тĕррин кунне уявланă. Чăваш Патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ уявра пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. «Тĕрĕсем çинчи çипсем пурнăçăмăра тата çутăрах, пуянрах туса пире иртнипе, хальхипе тата пулассипе çыхăнтараççĕ»,— тенĕ Олег Алексеевич.
• Шкул театрĕсен виççĕмĕш «Асам» фестивалĕ иртнĕ. Кăçал фестивале 309 вĕренÿ заведенийĕ 300 яхăн постановка тăратнă. Сцена çине 4 пин ытла çамрăк артист тухнă. Тăвай округĕн чысне Тăвай шкулĕнчи çамрăк талантсем «Асам» ятлă спектакльпе хÿтĕленĕ. Шкулти театр коллективĕ муниципалитет шайĕнче жюрин пысăк хаклавне тивĕçнĕ, Шупашкарти чыслав вăхăтĕнче сертификатсем панă.
• Герман Лебедев федерацин «Кĕмĕл старт» программинче çĕнтерсе хăйĕн бизнесне аталантарма 500 пин тенкĕ грант илнĕ. Кăçал çак программăна 25 регионтан 250 çын хутшăннă. Чăваш Енри Герман Павлович çак программăн регион тапхăрĕнче 150 пин тенкĕ грант илнĕ — 72 çулхи утарçă хушма хуçалăхра пыла мини-рамкăсенче туса илме палăртать. Çĕнĕ технологи пыл пахалăхне, сиплĕхне упраса хăварма пулăшать.
• Республикăра кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕ-сенче налук органĕсем администрацилекен тÿлевсене пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 28,1 процент нумайрах — 182,1 млрд тенкĕ пухнă. Çак виçере налуксен калăпăшĕ 133,2 млрд тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи çак вăхăтри шайран 132,8 процент нумайрах.