Аннесен кунĕ умĕн Енĕш Нăрвашри Çветтуй Василий ячĕпе лартнă чиркÿ-не ял çыннисем шурă тутăр çыхса пычĕç.
«Шурă тутăр» акцине Митрополит Савватий пилĕпе, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕ, Чăваш Ен культура Министерстви, «Пĕрле» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленипе иккĕмĕш çул ирттереççĕ.
Çак хумхануллă та пĕлтерĕшлĕ акцине пĕтĕм республикăри чиркÿсем хутшăнчĕç.
Хамăр çĕршыва хÿтĕлекенсене çăмăллăх пултăр, мирлĕ пурнăç çиттĕр тесе ял чиркĕвĕн настоятелĕ Георгий атте кĕлĕ вуларĕ. Пухăннисене тав сăмахĕ каларĕ. Çапăçура хутшăнакансен, паттăрла пуç хунă салтак амăшĕсене, çывăх çыннисене чăтăмлăх, çирĕп сывлăх сунчĕ. Георгий атте Нăрвашсене СВОри салтаксене пулăшса тăнăшăн чĕререн ырларĕ. «Пирĕн пулăшу салтаксене малашне те упрама пулăштăр»,—терĕ. Сăмах майăн, пачăшкă хăй маскировка сеткисем çыхакансемпе тăтăшах тĕл пулать, хавхалантарать. Хăй те пĕрле çыхса пăхать.
«Шурă тутăр» акци — çĕнтерÿпе мирлĕ пурнăçа шаннин символĕ. Пурте пĕрле пулсан кăна эпир вăйлă пулма пултаратпăр!