Чăваш Енре 2027 çул тĕлне кивĕ полигонсенчи каяшсене сортламалли çĕнĕ комплекссем тумалла. Çакăн çинчен коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлессипе, «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлассипе çыхăннă темăпа Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура пĕлтернĕ. Ăна Сергей Артамонов премьер-министр ертсе пынă.
Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов регионта каяшсемпе ĕçлемелли тытăм реформи мĕнле пурнăçланнипе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, ку ĕçе регион операторĕ, «Ситиматик Чăваш Ен» ООО, йĕркелет. Улшăнусен тĕллевĕ — каяшсене тирпейлекен çĕнĕ комплекссене хута ярасси, ресурсĕ иксĕлнĕ полигонсен сетьне виçеллĕ тăвасси. Çакă каяшсене тирпейлессин тухăçлăхне тивĕçтерме, экологие лекекен пысăк тиеве чакарма май памалла.
Каяшсене турттарассипе çыхăннă пирвайхи улшăнусем кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тÿрре тухнă. Куславкка округĕнче капланакан каяшсене Çĕнĕ Шупашкара ăсатма тытăннă. Çĕрпÿсен, Красноармейскисен тата Канашсен каяшĕсене — Канаш округĕнчи сортлакан çĕнĕ комплекса. 2026 çулта тата икĕ комплекс хута каймалла — Патăрьел тата Муркаш округĕ- сенче. Çакă сортлакан каяшсен калăпăшне тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерсе 100 процента çитерме, Улатăр, Пăрачкав, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Вăрмар тата Тăвай округĕ-сенчи ултă полигона хупма май парĕ. Хальлĕхе тăвайсем коммуналлă каяшсене округри полигонах турттараççĕ-ха.
Çапах çивĕч ыйтусем пур-ха. Çав шутра — пысăк калăпăшлă тата строительство каяшĕсене, ÿсен- тăран юлашкисене турттарса тухасси. Вĕсем регион операторĕн яваплăхĕн зонине кĕмеççĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çакнашкал каяшсене контейнер площадкисенче купалама, пухса хума чарнă. Малашне муниципалитетсен вĕсене пухмалли уйрăм вырăнсем йĕркелемелле.
Ку енĕпе, сăмах май, Йĕпреçсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Унта йывăç-тĕм юлашкисене утилизацилемешкĕн округ администрацийĕ ятарлă шредер туяннă. Сергей Артамонов çакнашкал тĕслĕхсемпе ыттисене те усă курмаллине палăртнă. Ÿсен-тăрана çапла майпа вĕтĕ турпаса çавăрни ăна утилизацилес, пытарас енĕпе самай перекет кÿрет.
Халăхшăн меллĕ пултăр тесе пуçарнă тепĕр ĕç — усă курнă ресурссене йышăнакан «Уберу» пунктсем. Каяшсемпе çыхăннă ыйтусене васкавлăн татса памашкăн муниципалитетсен администрацийĕ- сене депутатсене, граждансене явăçтарса ĕç ушкăнĕсем туса хума сĕннĕ.