1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
5 декабря 2025 г. 8:56

Тăвайсем те пултаруллисен йышĕнче

 

Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине пирĕнтен кам пĕлмест? «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса...» сыпăка пăхмасăр вĕреннĕ шкулта чухне. 17 çулхи каччă хăйĕн вилĕмсĕр поэминче Нарспипе Сетнерĕн юратăвне тата трагедиллĕ кун-çулне сăнарланă. Пĕтĕм чăваш тĕнчи кăçал чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине паллă турĕ.

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Мускаври обществăлла организацисен çуртĕнче «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» поэзипе музыка каçĕ иртнĕ. «Общество чувашской культуры» пĕрлĕхĕ ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин Полномочиллĕ Представительстви пулăшнипе йĕркеленĕ. Сăвă вулакансен конкурсне 11 регионтан 140 çын хутшăннă. Поэзие юратакансем сăвă вулас ăсталăхне, артист пултарулăхне кăтартнă. Конкурса йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тĕп хулари аслă шкулта ĕçлекен пирĕн ентеше Григорий Ваккуна тав тунă.

«Ялан янра, чăваш чĕлхи!» конкурса Тăвай округĕнчи çамрăксем те хутшăннă. Çĕнтерÿçĕпе призер та пур вĕсен хушшинче.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче вĕренекен Юлия Максимова (Çĕнçырма) аслă шкулсенчи студентсем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă (ертÿçи Н.Максимова).

Тăрмăш шкулĕнчи Ксения Васильева 10—11 классем хушшинче поэма сыпăкне вуласа 3-мĕш пулнă (ертÿçи З.Григорьева).

Поделиться:
Распечатать