1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
5 декабря 2025 г. 8:55

Вăрçă витĕр — тракторпа

Раштавăн 5-мĕшĕ — Аслă Отечественнăй вăрçă историйĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ кун. Совет çарĕ çак кунтан пысăк çухатусемпе каялла чакма чарăнса тăшмана хăйне анăçалла хăвалама тытăннă. Çак кунах Елец хули çывăхĕнче пынă çапăçура нимĕçсен паллă 45-мĕш пехота дивизине путлантарнă. Июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв çине пĕрремĕш тапăнса Брест крепоçне штурмланă дивизи тухăç еннелле çак кунтан пĕр утăм та тăвайман. Каярах вĕсене пирĕн салтаксем тавăрмаллипех тавăрнă — дивизине тĕпленĕ. Çак хаяр çапăçусенче пирĕн ентеш, Ямпулат каччи Иван Павлович Павлов (сăн ÿкерчĕкре) хăйĕн паттăрлăхĕпе палăрнă.

Они сражались за Родину» район кĕнекинче çук. Çавăнпа та ĕнтĕ тĕрлĕ сăлтава пула халиччен тупса палăртман вăрçă паттăрĕ-сен ячĕсене тĕпчеме округра «Шырав» операци йĕркеленĕ.

Мĕнле çуралчĕ-ха çак статья? Кăçалхи утă уйăхĕнче Тăвайра пурăнакан Николайпа Екатерина Перцевсем хăйсен ачисемпе Мускавра паллă вырăнсемпе паллашрĕç. Паттăрсене пуç таймалли сăртра (Поклонная гора) Çĕнтерÿ музейĕнче вĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса «Мускава хÿтĕлени» пÿлĕмпе паллашма тÿлевсĕр билет çĕнсе илнĕ. Электронлă куравра «Тăвай районĕн- чи Ямпулатран» сăмахсене курсан Екатерина Валерьяновна туххăмрах телефонĕпе экран çинчи информацине ÿкерсе илет. Вăл материала ман пата илсе çитерет.

Пуçланчĕ вара шырав ĕçĕ. 2022 çулхи кăрлач уйăхĕнче А.Ю.Алексеева «В контакте» социаллă сетьре Тăвайри культура çурчĕн официаллă страницинче Елец хулин туристсен информаци центрĕн страницинчен илсе Иван Павлов çинчен кăларăм вырнаçтарнă.

Елец хулинчи таврапĕлÿ музейĕн ĕçченĕсем мана Роман Николаевич Перелетовпа паллаштарчĕç. Вăл Елецри патшалăх университетĕнче истори предметне вĕрентнĕ, халĕ çав хулари телевиденинче ĕçлет. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕн-че 1941 çулхи раштав уйăхĕнче пулса иртнĕ Елец операцийĕ пирки тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлекен тĕпчевçĕ.

Акă, мĕн хыпарлать вăл.

1941 çул. Раштавăн 5-мĕшĕ. Кăнтăрла. Елец хулин тухăç енче юнашар вырнаçнă Ольшанец поселокĕ-шăн нимĕç фашисчĕсемпе совет салтакĕсем çивĕч çапăçу пуçарнă. Нимĕçсем пирĕн 326-мĕш артиллери полкĕн пĕр оруди расчечĕ çине татти-сыпписĕр снарядсем сирпĕт- нĕ. Расчет командирĕ, салтаксем — пурте аманнă, контузипе аптăранă. Тупăна фашистсем хăйсен аллине тытса илес хăрушлăх сиксе тухнă. Çакăн пек самантсенче кашни тупă, кашни танк, кашни машина, кашни винтовка çапăçусен шăпине татса панă. Çавна шута илсе Иван Павлов красноармеец-тракторист аманнă хыççăн нумай юн юхтарса вăйсăрланнă пулин те хăйне сиплекен Таисья Облакова медицина сестринчен трактор рычагĕсем умне ларма пулăшу ыйтать. Юлашки вăя пухса, хушăран тăнне çухатса 22 çулхи салтак, пирĕн ентеш, аманнă, юн юхтаракан 5 юлташне, тупăна фашистсен снарячĕсем сир- пĕнме чарăнман вăрçă хирĕнчен илсе тухать.

Çак паттăрлăхшăн Иван Павлова «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа наградăланă.

Çапла вара, 1941 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче И.Павлов красноармеец тата ячĕсене тупса палăртман унăн юлташĕсем Елец çывăхĕнче вермахт çарĕсене тухăçалла вирлĕн тапăнса пынине тĕппипех чарса лартнă.

Таисья Облакова медсестран кун-çулĕ пирки Роман Перелетов видеоматериал пуçтарнă. Ăна Тăвай округĕн Общество палатин Телеграм-каналĕнче паянхи кăларăмра курма пулать. Унта Иван Павлов ятне те аса илнĕ.

Елец тăрăхĕнче пирĕн ентешĕн паттăрлăхĕ пирки чылайăшĕ пĕлеççĕ.

Кам-ха вăл, Иван Павлович Павлов? Вăл Ямпулат ялĕнче 1919 çулта çуралнă, Тушкил шкулĕн-че 7 çул вĕреннĕ. МТСра тракторист-комбайнерта ĕçленĕ. Тăвай архивĕнчи документсем çинче ăна 1939 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара илсе кайни паллă. Юратнă ывăлне, пиччĕш- не 53 çулхи ашшĕ Павел Яковлев, 48 çулхи амăшĕ Акулина Борисова (иккĕшĕ те колхоз ĕçченĕ), Матренăпа (17-ре) Елена (11 çулта) йăмăкĕсем, Вячеслав (13-ре), Николай (9 çулта), Владимир (4 çулта) шăллĕсем арçын тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçласа каялла таврăнма пил парса килтен ăсатаççĕ. Анчах вăл вăхăтра хĕсметре тăракан салтаксен кун-çулĕ пĕртте çăмăл пулман. Иван та малтан Финн вăрçине хутшăнать, пĕрремĕш кунсенчех 148-мĕш стрелоксен дивизийĕ йышĕнче Аслă вăрçăн вут-çулăмĕ витĕр тракторпа тупăсене вырăнтан вырăна куçарса çÿрет, оруди расчечĕсемпе çапăçусене хутшăнать. Маларах асăннă историк çакна пĕлтерчĕ. Ÿкер- чĕксем çинче 326-мĕш артиллери полкĕ Елецшăн пынă çапăçусенче усă курнă тракторсем: çÿлте СТЗ—НАТИ—5 (4 трактор пулнă), аялти — СТЗ—НАТИ—3 (16 трактор). Пирĕн ентеш хăш тракторĕпе ĕçлени паллă мар.

Иван Павлов службăра тăнă 326 артиллери полкĕ пĕрремĕш çапăçăва Днепр шывĕ çывăхĕнче хутшăнать. Темиçе хут полка тăшмансем ункăна илме хăтланаççĕ. Пĕр ункăран сахалланса юлнă ушкăн аран хăтăлать. Çĕнĕрен Тамбов хулинче йĕркелеççĕ. 1942 çулта полка Хĕрлĕ Ялав орденпа наградăлаççĕ. Орел, Курск çапăçăвĕсене хутшăнаççĕ.

1943 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче полк Чернигов хулине ирĕке кăларассишĕн Вересочь ялĕ çывăхĕнче виçĕ талăк чарăнми çапăçать. Шел, çак çапăçура авăнăн 15-мĕшĕнче фашистсен авиаци бомбисен ванчăкĕсем паттăр Иван Павловăн пурнăçне татаççĕ...

Унăн юлташĕсем ирсĕр фашистсене малалла хăйсен шăтăкне хăвалаççĕ: Шепетовка, Тернополь, Львов хулисене, Польшăпа Чехословакине ирĕке кăлараççĕ. Полк вăрçă çулĕ-сене Прага çывăхĕнче вĕçлет.

Тăван ялĕнче паттăр ентеше манмаççĕ. Иван Павлов ятне вăрçăра çапăçнисене асăнса лартнă палăк çине ĕмĕр асăнмалăх çырса хунă. Тушкилти вăтам шкул музейĕн ертÿçи Валерий Анатольевич Петров педагог мухтавлă салтаксем çинчен çĕнĕрен те çĕнĕ кăсăклă материалсем шыраса тупать. Вăл мана Иван Павлович çинчен мĕн пуррипе, сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Музейра 1970 çулсенче Чернигов облаçĕн-чи Вересочь шкулĕн пионерĕсем Иван Павлович амăшне янă çыру упранать. Унта Ямпулат паттăрне ушкăнпа пытарнă вил тăпри çине палăк лартни çинчен пĕлтернĕ. Валерий Анатольевич калаçура Иванăн шăллĕ Вячеслав пирки те каласа кăтартрĕ (сăн ÿкерчĕк çинче шинельпе). Вăл вăрçа 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче тухса кайнă. Танксем юсакан батальон йышĕн-че пулнă. Унăн çар пултарулăхне «Çапăçури хастарлăхшăн», «Корейăна ирĕке кăларнăшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсем çирĕп-летсе параççĕ.

Музей ертÿçи çавăн пекех Иван Павловăн кĕçĕн шăллĕн Владимирăн 87 çулхи арăмĕпе Анастасия Максимовнапа тăтăшах тĕл пулса унăн сывлăхĕпе кăсăкланать, пулăшу сĕнет, çывăх çынсем — фронтовиксем çинчен ыйтса пĕлет.

Çапла, ăрусен çыхăнăвĕ сÿнмесен, Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисене çитĕннисем, çамрăк тата пулас ăрусем нихăçан та манмĕç!

 

Владимир ШАКРОВ,

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн хисеплĕ таврапĕлÿçи. Тăвай ялĕ

Поделиться:
Распечатать