Çул çинчи аварисен шутне чакарас, ÿсĕрле руль умне ларассине асăрхаттарас, çынсен пурнăçне тата сывлăхне упрас тĕллевпе РФ ШĔМĕн округсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ час-часах ятарлă рейдсем ирттерет.
«Ÿсĕр водитель» профилактика мероприятийĕ йĕркеленĕ чухне ГИБДД ĕçченĕсем транспорт хатĕрĕсен рулĕ умĕнче ларакансене чарса, вĕсем алкоголь шĕвекне ĕçнине тĕрĕслеççĕ. Эрех-сăра сыпнă хыççăн руль умне лармалла марри çинчен асăрхаттаратпăр. Çакă хăрушă авари патне илсе çитерме пултарать. Çул çине тухнă çынсен сывлăхĕ сиенленет е пурнăçĕ татăлать. Пурне те çул-йĕр правилисене пăхăнма ыйтатпăр.