Юнкун Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес ыйтупа канашлу пулнă.
Унта ял хуçалăх предприятийĕсен специалисчĕсемпе ертÿçисем, округ администрацийĕн тата ЧР ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем, республикăри Россельхознадзор, Гостехнадзор, Россельхозцентр представителĕсем хутшăннă. Канашлăва Тăвай округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов уçнă, çитес çуракине хатĕрленес ыйтупа тимлĕ ĕçлеме ыйтнă, çĕр ĕçлекенсем умĕнчи тĕллевсем çинче чарăнса тăнă.
Иртнĕ çулхи ял хуçалăх отраслĕн итогĕ-семпе тата çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕр-ленесси мĕнле пулса пынипе, çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕпе ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов паллаштарнă. Кăçал планпа килĕшÿллĕн çуракине 12 пин гектара яхăн лаптăкра туса ирттермелле, çав шутра 8,4 пин гектар çине тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем, 700 гектар хĕвелçаврăнăш акса хăвармалла. Пĕтĕмпе 2245 тонна çурхи тĕш тырă культурисен вăрлăхĕ хатĕрленĕ, тĕрĕсленĕ 1,6 пин тонни кондициллĕ. Çĕрĕçлекенсем халĕ элита вăрлăх, минераллă удобренисем туянаççĕ, техникăна юсаççĕ. Минераллă удобренисене кирлинчен çуррине туяннă та ĕнтĕ.