Ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă видеопроектсен фестивалĕ иртет.
Унта 5—11-мĕш классенче вĕренекенсем ют чĕлхепе хатĕрленĕ видеоматериалсемпе хутшăнаççĕ. Фестиваль икĕ тапхăрпа иртĕ: пуш уйăхĕн 21-мĕшĕччĕн — заявкăсемпе видеоматериалсене йышăнасси, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕччен — экспертиза тата пĕтĕмлетÿ. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсене ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕлтерĕç. Номинацисем: «Паллă мар салтака халалласа лартнă палăк», «Çапăçусемпе çар пуçĕсем», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем», «Вилĕмсĕр полк», «Никама та манман, нимĕн те манăçман».