1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
14 февраля 2025 г. 15:49

Культура министрĕпе тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунсенче Раççей Культура министрĕпе Ольга Любимовапа тĕл пулнă. Вĕсем Республикăра «Культура» наци проекчĕ еплерех пурнăçланнине пĕтĕмлетнĕ, малашлăхра «Çемье» проект шайĕнче ĕçлемелли çул-йĕрсене пăхса тухнă.

Çитес çулсенче те Чăваш Енре модельлĕ вулавăшсем çĕкленĕç, ялсенчи культура çурчĕсем çĕнелĕç. Паллах, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси те иккĕлентермест.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Ольга Любимова министрпа Чăваш Енре пурнăçламалли проектсене те пăхса тухнă. Тĕслĕхрен, Шуршăлти Андриян Николаев летчик-космонавтăн асăну комплексне 2027 çулччен тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă. Кунта регионсем хушшинчи музейпа вĕрентӳ центрĕ йĕркелеме шутлаççĕ. Паллах, ку тĕлĕшпе ятарлă тата çĕнĕ йышши оборудовани кирлĕ.

Çывăх çулсенче тĕрлĕ тăрăхри Ача-пăча ӳнер шкулĕсене те йĕркене кĕртĕç: ăçта тăвĕç, ăçта юсĕç. Патăрьел тăрăхĕнчи ача-пăча ӳнер шкулĕ, сăмах май, ахаль те ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри шутланать. Кунта ӳнер тытăмĕнчи хушма пĕлĕве ачасем патне аван çитереççĕ, тата ытларах шăпăрлана йышăнма та хапăл. Кун валли майĕсем кăна кирлĕ. Олег Николаев çак ӳнер шкулне «Çемье» наци проекчĕн «Çемье пахалăхĕсемпе культура инфратытăмĕ» республика проектне кĕртме сĕннĕ.

Сӳтсе явнă тепĕр ыйту — Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищи тата унăн общежитийĕ. Ку çуртсене 1969 çулта хута янă, анчах унтанпа çĕнетӳ ĕçĕсем ытлашши пурнăçланман. Çавăнпа та çитес çулсенче студентсен пурăнмалли вырăнне юсаса çĕнетĕç, училищĕне хăйне вара тĕпрен юсĕç.

Совет союзĕн халăх артисчĕ Андрей Эшпай çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитнĕ вăхăта та нумай тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелеме палăртнă. Мари халăхĕн паллă композиторĕ Чăваш Енпе тачă çыхăннă. Вăл Анатолий Тогаевăн — Чăваш Республикин ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕн — пĕртăванĕн мăнукĕ. Андрей Эшпай çуралнă кунĕ тĕлне Анатолий Тогаев композитор пурăннă çурта юсаса çĕнетĕç, унсăр пуçне Юрий Башмет ертсе пыракан «Новая Россия» Патшалăх симфони оркестрĕн концертне йĕркелĕç.

Олег Николаев Ольга Любимова министра «Раççейĕн хальхи музыка карттин» пахалавне йыхравланă. Уяв Республика кунĕнче — çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче — иртĕ. Культура министрĕ вара Чăваш Ене «Пушкин картти» программăна ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕшĕн тав тунă, пирĕн Пуçлăх сĕннĕ проектсене тĕрев пама шантарнă.

 

Поделиться:
Распечатать