Çапла каланине тăтăшах илтнĕ эпĕ ял çыннисенчен. Павел Николаевич Назаров 1908 çулта çуралнă. 85 çулта чухне тĕнчерен уйрăлнă.
Вăрçă ветеранĕ тата ăста кăмакаçă пулнă. «Павăл пичче купаланă кăмакара çăкăр, кукăль çунса кăмрăкланмасть»,— тетчĕç. Çакна чылай çынран илтнĕ эпĕ. Пĕррехинче, эпĕ вăл пирĕн килти кăмакана юсанă самантра, унăн ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене тимленĕччĕ.
Павăл пичче колхоз ĕçĕсене хастар хутшăннă, лашасене пăхаканра ĕçленĕ, ăста платникчĕ. Сăхăтпуçĕнче вăл пулăшман хуçалăх юлман та пулĕ. Ăшшăн калаçнăран унран чуна савăнăç юлатчĕ. Мăшăрĕпе Феклапа (1913—1986 ç.ç.) ултă ача пăхса çитĕнтерчĕç. Пурте çĕршыва юрăхлă пулчĕç. Халĕ ялта Валерий Трофимов кăмакаçăна пĕлетĕп. Ку професси манăçа тухса пырать. Апла пулин те, ялта кăмака хутакансем пĕтмен-ха. Пĕр-пĕр мăрьерен ăнсăртран сĕрĕм йăсăрланнине асăрхасан, Павăл пиччене ăшă туйăмпа аса