«Ял ĕçченĕ» хаçатăн сумлă, 90 çулхи юбилейĕ çитнĕ майăн, манăн сăмахăм почта ĕçченĕсем пирки пулĕ те. Кам киле çитерет эпир кĕтекен хаçат-журналăн çĕнĕ номерне? Паллах, почтальонка. Эпир шкула çÿ-ренĕ вăхăтра почтальонкăсен сумкисем аванах йывăрччĕ. Кашни киле 3—4 хаçат-журнал е ытларах та çитернĕ. Епле чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр юратнă «Пионер сасси» хаçата эпир, шкул ачисем. Атте-анне тÿрех район хаçатне тытатчĕ. Паянхи кун вара сахалтарах та сахалтарах çырăнатпăр пичет кăларăмĕсене.
Халĕ маншăн чи кĕтекен хаçат, паллах, эрнере пĕрре тухса тăракан «Ял ĕçченĕ». Хам та çырма тăрăшатăп. Ятарлă çар операцинчи ентешсене пулăшса маскировка тетелĕ çыхакансем çинчен пĕлтеретĕп. Ял хастарĕсем хавхаланаççĕ çакăн çинчен хаçатра пичетлесе кăларсан. Хаçатри ăш сăмахăн хăвачĕ пысăк. Шухăшăма малалла тăснă май, хам лайăх пĕлекен пултаруллă почтальонка çинчен пĕлтерес тетĕп. Ирина Михайловна Севостьянова (сăн ÿкерчĕк- ре) — Тĕмерти çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕ, Амалăх ялĕн çыннисене пичет кăларăмĕсемпе, ватăсене пенси укçипе тивĕçтерет. Ку çеç те мар, тĕрлĕ таварне те килех çитерсе парать.
Ирина Михайловна ялти хаçат тусĕсемпе паллаштарма хавас пулчĕ. Т.Мальцева, Л.Воробьева, З.Та- расова, В.Макси-мова, Г.Перлова тата ыттисем 2—3 тĕрлĕ хаçат çырăнса илеççĕ. Начар çанталăкра килтен-киле çÿреме пĕртте ансат мар, уйрăмах пăрлак çул тăрăх. Ниме пăхмасăр çитес çĕре çитмелле почтальонкăн. Тепĕр ĕç те пур унăн: ватăсем газ е свет укçи тÿлемешкĕн квитанцисем парса яраççĕ. «Аюк»,—темест пултаруллă та ăшă чунлă хĕрарăм. Ирина Михайловна хунямăшĕпе пурăнать, чирлĕ упăшкине те пысăк тимлĕх кирлĕ. Выльăх-чĕр- лĕх картиш тулли, çулла вара чăх-чĕп хушăнать.
И.М.Севостьянована пур ĕçре те ăнăçу, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç сунас килет. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ывăлĕ киле тĕрĕс-тĕ- кел çаврăнса çиттĕр, юратнă амăшне хыттăн ыталатăр.
Тавах пичет ĕçченĕсене! Малашне те пурăнтăр пирĕн хаçат!
Людмила ИВАНОВА, волонтер,
Амалăх ялĕ