1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
14 февраля 2025 г. 15:56

Вырăнти пичет кăларăмĕ малалла утăмлать

Тăвайри муниципалитет округĕнчи «Ял ĕçченĕ» хаçат тухма пуçланăранпа февралĕн 17-мĕшĕнче 90 çул çитет. Шухăшласа пăхăр-ха: пĕр ĕмĕре яхăн. Унта пур ÿсĕмри çын валли те тĕрлĕ темăллă статьясем пичетленеççĕ. Ваттисем çамрăксене тĕслĕх кăтартаççĕ, çамрăксем аслă ăрури çынсенчен вĕренсе пыраççĕ.

Пичетри, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи, çемьесенчи, общество вырăнĕсенчи лару-тăрусене сăнлаççĕ унта. Телефонпа усă курса та хатĕрлеççĕ материалсене хаçат валли.

Статья авторĕсем хăйсем пирки те çырса пĕлтереççĕ. Ят-хушамата, хăш округра, ялта пурăннине, мĕн ĕçленине, хаçат пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине, ăна хăçантанпа çырăнса илнине, пичет кăларăмне алла тытсан хăйсене епле туйнине палăртаççĕ.

«Ял ĕçченĕ» çулĕсемпе аслă пулсан та, унăн пĕлтерĕшĕ вăхăт иртнĕ май ÿссе, вăй илсех пырать, содержанийĕ самай кăсăклă. Малашне те пире чуна пырса тивекен материалсемпе интереслентертĕр. Çырăнакансен йышĕ çулсерен ÿссех пытăр.

1935 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Большевикла колхозшăн» ятпа тухма пуçланă Тăвай районĕн хаçачĕ. Вăл Канаш хулин типографийĕнче пичетленнĕ. Малтанхи тираж пысăк пулман, 800 экземпляр. Пуш уйăхĕнче вăл 1000 экземпляра çитнĕ. Эрнере виçĕ хутчен икшер страницăпа тухнă. Хаçат çĕнĕ пурнăçăн йыхравçи пулса тăнă. Хаçатăн колхоз юхăмне вăйлатас, социализмла ăмăртăва йĕркелес тата сарса ярас, хут пĕлменлĕхе пĕтерес, культурăна аталантарас ĕçри пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Хаçат ял ĕçченĕсен çулталăк тата пилĕк-çуллăх планĕсене пурнăçлассишĕн пыракан кĕрешÿ пуçĕнче тăнă.

Вăрçă çулĕсенче хаçат фронтри лару-тăрупа, ентешсен паттăрлăхĕпе, тылри хастар кĕрешÿпе паллаштарнă. «Йăлтах фронтшăн, йăлтах çĕнтерĕве çывхартассишĕн!» чĕнĕве районта пурăнакансем ырласа йышăннă. Çĕршыври оборона фондне, танк колоннисем, самолетсем тума пирĕн район çыннисем те хăйсен укçи-тенкине хывнă, тырпул, çĕрулми, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем уйăрса панă, эвакуаципе килнĕ çемьесене тăванла йышăннă. 1941 çулхи октябрь — 1942 çулхи январь уйăхĕсенче хÿтлĕх линийĕсем чавма хутшăннă. Хĕрлĕ Çар валли ăшă япаласем — çăм алсасемпе нускисем, шăлаварсем, кĕрĕксем, çăматăсем, фуфайкăсем пухас ĕçрен çитĕн-нисем кăна мар, шкул ачисем те айккинче юлман. Фронта кайнă арçынсем вырăнне хĕрсемпе хĕрарăмсем йышăннă. Çĕнтерĕ- ве кашниех хăй тÿпине хывма тăрăшнă.

Пĕрремĕш ответлă редактор Николай Сергеевич Меценатов пулнă. Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕнче 1897 çулта çуралнă вăл. Хусанти Хĕвелтухăç институтĕн-че, кайран Мускаври аспирантурăра вĕреннĕ. Педагогика техникумĕн заведующийĕнче, институт преподавателĕн-че, наука сотрудникĕнче тăрăшнă.

Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсен пĕр эрнерен ĕçялкорсен пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ, унта 26 çын хутшăннă.

«Большевикла колхозшăн» хаçатпа тачă çыхăну тытмалла, вулакансен йышне ÿстерме тăрăшмалла,— сĕннĕ пухăннисене унта.

Редакцире Меценатовпа Александр

Филиппович Каховскисĕр пуçне Александр Емельянович Соловьев литсотрудник, Перасковья Ивановна техслужащи ĕçленĕ.

«82943 гектар анапа улăх-çаран, 6667 хуçалăх шутланать Тăвай енре, çав шутран 3550-шĕ колхоза кĕнĕ, пурĕ 31156 çын пурăнать районта (Канаш районĕнчи 15 ял советĕнчи 22336 çын, Вăрмар районĕнчи пилĕк ял советĕнчи 8820 çын). Районта 34 пуçламăш шкул, 10 вулавăш, 8 ял хуçалăх кооперативĕ пур»,— тенине вуласа пĕлнĕ çынсем.

1940 çулта район хаçачĕ 5 çулхи юбилейне уявланă, 1640 экземплярпа пичетленсе тухнă. Парти райкомĕн пуш уйăхĕн- чи пленумĕнче Александр Филиппович Каховские редактор пулма çирĕп- летнĕ. 11 çул тăрăшнă «Большевикла колхоза» кăларассишĕн. Палăртнă çул Тăвай районĕ, çав шутра, «Красная Чувашия», «Сталь», «Звезда», «Пламя», «1 Мая», «Новый путь», Киров ячĕллĕ хуçалăхсем, «Звезда» колхозăн сысна ферми, хаçат редакцийĕ тата 74 çын Мускаври Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне хутшăнма тивĕç пулнă.

1939 çулта районта кирпĕч завочĕ ĕçлеме пуçланă.

Çак вăхăтра хут пĕлменлĕхе пĕтернĕ Тăвай енре, район центрĕнчи шкулта 228 ача вĕреннĕ. 1940 çул тĕлне районта 40 çын аслă, 70 çын вăтам пĕлÿ илнĕ.

Меценатов хыççăн Тăвай район хаçачĕн редакторĕ Василий Иванович Веселов пулнă... 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ вырсарникун пулнă, пирĕн районта ярмăркка иртнĕ. В.М.Молотов радиопа тухса калаçнă хыççăн уяв вĕçленнĕ. Мобилизаци пуçланнă, çынсем хăйсен ирĕкĕпе вăрçа кайма çырăннă. Ялсенче митингсем иртнĕ.

— Тăшман хăрушă, усал шухăшлă, пирĕн ĕç вара тĕрĕс, çавăнпа тăшмана çапса аркатăпăр,— тесе чĕнсе каланă Главнокомандующи И.Сталин.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратас ĕçе тытăннă.

1948 çулта районта больница тума пуçланă, сывлăх сыхлавĕн системи ерипен ура çине çĕкленнĕ.

Пичет кăларăмĕн хăш-пĕр номерĕсенчи заметкăсене вуласан Тăвай ен историйĕпе кĕскен паллашма пулать.

В.И.Ильин (1946—1947), С.Е.Сверчкова (1947—1954), Н.А.Кадикин (1954—1955), (1968—1975), Г.М.Матвеев (1955—1961), В.Я.Яковлев (1961—1962), С.Р.Ашмарин (1966—1968), А.И.Смирнов (1975—1979), А.П.Павлов (1980— 1981), Г.В.Соловьев (1981—2006), О.И.Сергеева (2006 ç.), Л.В.Якку (2007—2023) тĕп редакторсем хаçат вулакансем патне вăхăтра, пуян содержаниллĕ çиттĕр тесе тимленĕ.

2023 çултанпа редакцири ĕçсене А.Е.Егорова тĕп редактор ăнăçлă йĕркелесе пырать. Вăл малтан Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче экономиста, унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче психолога вĕреннĕ. Анжелика Евгеньевна республикăри чи çамрăк редакторсенчен пĕри пулсан та, пичет вăйĕпе витĕ-млĕхĕшĕн, çĕнĕлĕхшĕн тăрăшать, коллективпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлет, хаçатшăн нумай вăй хурать.

Вăхăт иртнĕ май хаçатăн ячĕсем «Сталин ялавĕ» тата «Ленинец» пулнă. 1966 çулхи апрельтен вара паянхи кунчченех «Ял ĕçченĕ» ятпа тухса тăрать.

Николай Алексеевич Кадикин 1923 çулта Тăрмăшра çуралнă, ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри педучилищĕре вĕреннĕ. 1942 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Орджоникидзери тата Бакури çар училищисенче пĕлÿ пухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1943 çулта кĕнĕ, 259 уйрăм артдивизионĕн взводне ертсе пынă. Демобилизаци хыççăн 1946—1947 çулсенче Тăвайри тата Тăрмăшри шкулсенче физкультурăпа истори вĕрентнĕ, ялти шкул директорĕ пулнă. 1948—1949 çулсенче Тăвайри райĕçтăвкомăн культурăпа çутĕç пайне ертсе пынă. Патшалăх хăрушсăрлăх министерствин органĕсенче, «Сталин ялавĕ» хаçат редакцийĕнче, парти райкомĕн секретарĕнче, «Ял ĕçченĕ» хаçатăн тĕп редакторĕнче вăй хунă. 1968 çултанпа партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Пенсире ялти шкулта истори, право, географи вĕрентнĕ. Вăрçă çулĕсенчи унăн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль çумне мирлĕ вăхăтра «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилейлă тата «Ĕç ветеранĕ» медальсем хушăннă.

Тăван шкул историйĕпе сакăр-вуннăмĕш çулсенче интересленме тытăннă, архив материалĕсене тĕпченĕ, аслă ăрурисен, тĕрлĕ çулсенче ялти шкултан вĕренсе тухнă çынсен асаилĕвĕсене пуçтарнă. Вăл çырнă ĕçĕн пĕр пайĕ 1984 çулхи чÿк уйăхĕнче, 1988 çулхи çурла тата 1995 çулхи çу уйăхĕсенче тата каярах «Ял ĕçченĕнче» пичетленсе тухнă. 2000 çулта Николай Алексеевич пурнăçран уйрăлса кайнă. 2011 çулхи нарăс уйăхĕнче Н.Кадикинăн «Наша школа» кĕнеки çут тĕнче курнă.

Кĕске вăхăт тĕп редакторта Ольга Ивановна Сергеева тăрăшнă. Малтанхи çулсенче вăл Тушкилти шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Унтан редакци «тилхепине» Людмила Валериановна Якку алла илнĕ.

Вăл Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче 1957 çулхи чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Активлăскер ун чухнех «Пионер сасси» хаçатпа туслă пулнă. 7 класс хыççăн Шупашкарти физикăпа математикăна тарăннăн тĕпчекен интернатра вĕреннĕ.

Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика, Мускаври çул-йĕр институчĕн экономикăпа çул-йĕр строительствин факультечĕсенче аслă пĕлÿ илнĕ.

Ĕç стажĕ вĕреннĕ чухнех пĕрлехи ĕçсенчен: Шупашкарти агрегат заводĕн-чи управлени пульчĕн операторĕнчен, Мускаври каçхи комендантран пуçланнă. Вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти приборсем тăвакан заводра инженерта тăрăшнă.

Людмила Валериановна халь çемйипе Тăвай округĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче пурăнать. Малтанах «Шимкусский» совхозăн кадрсен пайĕн аслă инспекторĕнче вăй хунă. Тушкилти вăтам шкулта ачасене математикăпа, Сăхăтпуçĕнчи шкулта, вăрăмлатнă кун йĕркинче, унтан кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ, аслă классене математикăпа, тата ытти предметпа пĕлÿ панă.

1997—2005 çулсенче Сăхăтпуçĕнче сакăр çул вĕренмелли шкулăн директорĕн-че вăй хунă. Вăл вăхăтра шкул аван аталаннă.

Вăл тăрăшнипе ялта модельлĕ библиотека уçнă. Л.В.Якку унта пĕр хушă заведующинче тăрăшнă.

Активлă, тăрăшуллă, куллен-кунхи тата уявсенче те ниме пăхмасăр ĕçлеме хатĕр пысăк кăмăллă çын, Людмила Валериановна.

Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă.

2007 çулта ăна ЧР культура министерстви «Ял ĕçченĕ» хаçатăн тĕп редакторăн ĕçне шаннă.16 çул туртнă вăл унти çăмăлах мар «лава».

«Ял ĕçченĕ» ĕç çыннисене хуçалăхпа культура строительствин задачисене пурнăçлама чĕннĕ: çĕр ĕç тата выльăх- чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илес ĕçсем çинче чарăнса тăнă, ăмăрту итогĕ-сене çутатнă, воспитани ыйтăвĕсене хускатнă тата ытти те.

Вырăнти пичет кăларăмне электронлă техникăпа усă курса, редакцирех наборласа калăпланă, «ИПК Чувашия» АО типографине ярса парса пичетленĕ. Редакци начар мар аталаннă. Тĕрлĕ конкурссенче малта пулнă, грантсем çĕнсе илнĕ — тĕрекленнĕ.

Хаçат тиражĕ те пĕчĕк Тăвай районĕшĕн самай пысăк пулнă.

«Ял ĕçченĕ» хаçата çырăнас текенсен йышĕ ÿстĕр тесе тĕрлĕ конкурссем, тĕлпулусем ирттернĕ. Хаçата йÿнĕрех хакпа çырăнтарас тĕлĕшпе альтернативлă çырăнассине пуçарса янă.

Почта уйрăмĕсен, ялсенчи лавккасен, Тăвай кооперативĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ.

Ăна вулакансен таса хутшăнăвĕсем, ыркăмăллăх, туйăмсен çивĕчлĕхĕ кăсăклантарнă.

Пултарулăхне кура нумай наградăсене тивĕçнĕ вăл.

«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттернĕ тивĕçсемшĕн» медальпе, Раççей çыхăну тата массăллă информаци хатĕрĕсен Министерствин, Чăваш Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисемпе, Чăваш Республикин Журналистсен союзĕпе Перекет банкĕн дипломне тата «Çивĕч перо» премине тивĕçнĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн тата ытти тытăмсен Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă ăна. Хăй вăхăтĕнче Тушкил ял тăрăхĕн депутатне суйланă.

Ĕç ветеранĕ, тивĕçлĕ канура, обществăлла ĕçре активлă. Халĕ ятарлă çар операцийĕ валли хÿтĕлев хатĕрĕсем çыхма хутшăнать.

Иван Иванович Соловьев 1972 çултанпа Тăвай район хаçатĕнче ĕçлеме пуçланă, 1988 çултанпа — тĕп редактор çумĕ. Обществăлла корреспондентсене журналистикăра çул уçса парассишĕн нумай тимленĕ. Общество пурнăçне хастар хутшăнать. Пултаруллă пропагандист сăнне районти тата республикăри Хисеп хăмисем çине кĕртнĕ. Лектор-общественник пулнă, тĕнчери лару-тăру енĕпе специализациленнĕ, ЧР Аслă суд заседателĕнче те тăрăшнă Иван Соловьев журналист.

1976 çултанпа СССР журналисчĕсен союзĕн членĕ, районти журналистсен пуçламăш организацийĕн секретарĕ, республикăри правленийĕн членĕ, хаçат-журналсемпе тачă çыхăну тытать, чăвашла та, вырăсла та ăста çырать. Тĕрлĕ наградăсен пухмачĕ хулăн унăн.

Иван Иванович сăмаха çивĕч туякан, унпа пĕлсе усă куракан чи опытлă журналистсенчен пĕри. Унăн калемĕ вуншар очеркпа тĕрленчĕк, фельетон, репортажпа интервью шăратса кăларнă. Алçырăвĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленеççĕ.

Тĕп редакторта ывăнма пĕлмесĕр чи нумай ĕçленисенчен пĕри — Геннадий Васильевич Соловьев. 1943 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă вăл. Ялти çичĕ çул вĕренмелли тата Тăвайри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Колхозра ĕçленĕ. Хусанти патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.

1968 çулхи авăнран 1973 çулхи çурла уйăхĕччен КПСС Тăвай райкомĕн учет секторĕн заведующийĕнче, пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕн заместителĕнче ĕçленĕ. Горький хулинчи партин аслă шкулĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.

1975 çулхи çурла уйăхĕнчен 1981 çулхи авăнччен КПСС Тăвай райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ пулнă. «Ял ĕçченĕ» хаçатăн тĕп редакторĕнче 1981 çулхи юпаран пуçласа 2006 çулччен тăрăшнă.

Г.Соловьев хаçат пуян содержаниллĕ тухтăр тесе чылай вăй хунă, заметкăсемпе корреспонденцисем шăрçаланă, сăвăсемпе поэмăсем хайланă. Районти футболпа шашка-шахмат вăййисене аталантарассишĕн тăрăшнă. Пире, çамрăксене, хăйĕн пек харсăр пулма ырă тĕслĕх кăтартнă.

Вăл тата редакцие кадрсемпе ти-вĕçтерессине тимлĕхре тытнă. А.Р.Романов, Н.Н.Николаев, В.М.Матвеев, В.М.Алексеев, А.А.Александров, Н.И.Си-доров, В.И.Илларионов, И.И.Соловьев, Л.К.Павлова, В.Г.Чайкина тата ытти ĕçченсем хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пынă.

Геннадий Васильевич 2024 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Редактор — мăлатукпа сунтал хушшинчи çын. Парти обкомĕпе райкомĕ мăлатук шутланнă пулсан, сунталĕ вара редакци коллективĕ. Пирĕн районта çавăн чухлĕ редакторта ĕçлекен пулман. Геннадий Васильевич ертсе пынипе эпир компьютер верстки çине куçрăмăр, техника бази тĕрекленчĕ, тираж ÿсрĕ, ĕçялкорсемпе çыхăну татăлмарĕ. Кирек хăçан та çынна пулăшма хатĕрччĕ. Тăватă кĕнеке кăларчĕ Геннадий Васильевич Соловьев тĕп редактор. Виççĕшĕ — сăвă кĕнеки.

Редакцин паянхи коллективне илес пулсан, хаçатăн экономикăпа социаллă аталану тата политика пайĕн редакторĕ Иван Иванович Гладков — редакцире пĕр улшăнмасăр ĕçлекенсенчен пĕри.

Ялти пуçламăш, Кармалти 8 çул вĕренмелли тата Тĕмерти вăтам шкулсенче ăс пухнă, Вăрнарти совхоз-техникумра зоотехник-организатора, Чăваш ял хуçалăх институчĕн зооинженери уйрăмĕнче, унсăр пуçне хăй тĕллĕн те нумай вĕреннĕ. Дипломлă пулсан тăван хуçалăхра — «Победа» совхозра ĕçлеме пуçлать. Ăна икĕ хутчен те хуçалăх ертÿçи пулма суйланă. 1973 çулта «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцине ял хуçалăх пайĕн литсотрудникĕ пулма чĕнсе илеççĕ.

Иван Иванович Гладков опытлă журналист, çур ĕмĕр ытла редакцинче тăрăшать сăмах ăсти. Кирек мĕнле жанрпа та çырма пултарать. Унăн професси ăсталăхĕ пысăк. Район хаçатĕнче кăна мар, республикăри хаçат-журналсенче те пичетленнĕ калавĕсемпе очеркĕсем, сăввисемпе тĕрленчĕкĕсем.

Перекет банкĕн ĕçне-хĕлне лайăх çутатса тăнипе икĕ пинĕмĕш çулта Чăваш Енри журналистсен конкурсĕн- че çĕнтернĕ, «Ĕçлĕ перо» премие тивĕçнĕ. 1979 çултанпа РФ журналистсен Союзĕн членĕ вăл. 52 çул пĕр вырăнта, вĕсенчен 40 çулне пай редакторĕнче вăй хурать. Пысăк тÿсĕмлĕ Иван Иванович. Хаçат уншăн чунĕ суйласа илнĕ ĕмĕрлĕх ĕç пулса тăнă, вăл çав ĕмĕте паянхи кунччен улăштарман.

Ăна райадминистрацин, Раççейри, Чăваш Республикинчи пичетпе информаци политикин, ял хуçалăх министерствисен, ЧР журналистсен союзĕн, Раççейри, республикăри культура работникĕсен профсоюзĕн тата ытти Хисеп грамотисемпе чысланă.

Раиса Васильевна Шумова журналист «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче 44 çул тăрăшать. Ăна пĕлмен çын Тăвай енре çук тесен те йăнăш мар. Ĕçри тĕрлĕ ыйтăва татса парать вăл, кашни вулакан валли хурав тупать. Харсăр хĕрарăм ĕç кунĕ вĕçленсен те килне кайма васкамасть. Хăйĕн тивĕçĕсем питĕ ответлă пулнине лайăх ăнланать. Çĕр-çĕр материал, калав, ытти хайлав унăн алли витĕр тухать. Обществăлла корреспондентсемпе ĕçлĕ те туслă çыхăну йĕркеленĕ. Вулакансем патне информацисем интереслĕ те вăхăтра çитчĕр тесе тăрăшать.

«Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче 1981 çулта ĕçлеме пуçланă Раиса Васильевна. Паянхи кунчченех тĕрлĕ жанрсемпе çырассипе тăрăшать опытлă журналист. Яваплă секретарьте ырă тĕслĕх кăтартнă, хальхи вăхăтра хаçат кăларас енĕпе ĕçлекен редакторта вăй хурать.

Унăн пултарулăхне редакцин, муниципалитет округ администрацийĕн, ЧР журналистсен союзĕпе пичет тата РФ çыхăну, массăллă информаци хатĕрĕсен министерствисен, ЧР тата РФ профсоюзĕсен Хисеп грамотисемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн, ытти тытăмсен Тав çырăвĕсемпе чысланă. Обществăлла пурнăçра активлă, округри хĕрарăмсен канашĕн членĕ вăл.

Аслă пĕлÿллĕ Альбина Александровна Никитина журналиста 1985 çулта Тăвай районĕнчи «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцине ĕçлеме яраççĕ. Публицистика жанрĕсене вулакансене ăнланмалла тăвас енĕпе çине тăрсах вăй хурать вăл. Хăйĕн тĕп ĕçне вăхăтра туса пынипе пĕрлех илемлĕ литература произведенийĕсемпе те кăсăкланать.

Ача-пăча валли çырнă кулăшĕсем, пĕчĕк калавĕсем çамрăксене интереслентернине туйсан пысăкрах произведенисемпе ĕçлеме пуçлать.

А.Суханăн малтан «Ялав» журналта пĕр пайлă виçĕ курăнуллă «Вĕрентеççĕ арăмсем» ятлă мыскара пичетленнĕ. Ку жанра алла илме ăна Кивĕ Пуянкассинче çуралнă Геннадий Терентьевич Терентьев паллă драматург чылай вĕрентнĕ.

А.А.Никитина çырнă произведенисене «Ял ĕçченĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсенче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Пике» журналсенче кун çути панă.

Шупашкар, Красноармейски, Шăмăршă, Канаш, Тăвай районĕсенчи драмкружок членĕсем, халăх театрĕсем журналист пьесисене сцена çине кăларнă. Вунă пьеса пичетленнĕ «Пур та пĕтет, çук та çитет», «Хура çăл патĕнче» кĕнекисенче. Альбина Александровна — округри журналистсен пуçламăш организацийĕн секретарĕ.

Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Никитина редакцин, район администрацийĕн, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин, район тата Чăваш Ен профсоюз организацийĕсен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçлĕ пулнă.

Мария Павловна Семенова корректор «Ял ĕçченĕ» хаçатра 38 çул ытла тÿрĕ кăмăлпа, пĕр улшăнмасăр тăрăшать.

Малтанхи вăхăтра хаçата типографире пичетленĕ. Вăл унта хаçата наборлас енĕпе ĕçленĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ заказсем тунă. Вăхăт иртнĕçемĕн хаçата кăларас ĕç компьютер системи çине куçнă. Хальхи вăхăтра Мария Павловна компьютерпа материалсене наборлать. Çав вăхăтрах корректор ĕçне те туса пырать. «Ял ĕçченне» çырăнтарассипе тимлет, ĕç вырăнĕсенчи тирпейлĕхшĕн те тăрăшать. Харсăрскерĕн тĕрлĕ наградăсем те сахал мар, редакцин, район администрацийĕн, ЧР, Раççей çыхăну тата массăллă информаци хатĕрĕсен министерствисен Хисеп грамотисем, профсоюз комитечĕн, район администрацийĕн тата ытти тĕрлĕ Тав хучĕсем парса чысланă ăна.

Галина Петровна Ильина тĕп бухгалтер редакци çитĕнĕвĕсемшĕн чылай вăй хучĕ. Ĕçри хастарлăхшăн тĕрлĕ наградăсем парса чысланă ăна.

Татьяна Георгиевна Егорова ĕç çулне секретарь-машинисткăран пуçланă, çав вăхăтрах кассир тивĕçĕсене те туса пынă. Пурнăç улшăннă май, хаçат кăларасси компьютер çине куçнă. Çапла вăл мĕн канăва кайичченех компьютерпа хаçат материалĕсене наборланă. Коллективра пысăк сум çĕнсе илсе тĕрлĕ наградăсене тивĕç пулнă.

Хальхи вăхăтра менеджерта Вероника Александровна Павлова вăй хурать. Кĕске хушăрах ĕçе хăвăрт хăнăхса, яваплăн туса пырать.

Валентина Кронидовна Кайсарова вунă çул ытла вăй хунă çак çăмăл мар ĕçре. Хăйĕн тивĕçне чунне парса пурнăçланă. Хисеп хучĕсем те сахал мар унăн.

Евгений Юрьевич Шибалов та «Ял ĕçченĕ» хаçатра менеджерта, унтан верстка ĕçĕнче пултарулăхне кăтартнă.

Наталия Владимировна Александрова Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче 1981 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Чăваш Патшалăх университетĕнче ИВТ факультетĕнче дизайнер специальноçне алла илнĕ. Ялти модельлĕ библиотека заведующийĕнче тăрăшнă. Тĕрлĕ конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче хутшăнса район чысне хÿтĕленĕ, Хисеп грамотисем, Дипломсем çĕнсе илнĕ. Икĕ хутчен те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Аслă пĕлÿллĕ специалист хаçат страницисем илемлĕ пулччăр, вулакансене хăй патне илĕртчĕр тесе нумай тимлет.

Сайтри информацисене Павел Сергеевич Владимиров йĕркелесе пырать. Унсăр пуçне вĕрентÿçĕ те вăл.

Çул хыççăн çул хыçа юлать. Тăвайри муниципалитет округĕн историне анлăн çутатма тăрăшать «Ял ĕçченĕ», çынсене çитĕнÿ тума хавхалантарать, чун апачĕ пулса тăрать.

Альбина НИКИТИНА, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ

Поделиться:
Распечатать