1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 8 Апрель 2025 г.
21 февраля 2025 г. 8:34

Çĕнтерÿ тата юбилей

Çак кунсенче Тăвай тăрăхĕнче, пĕтĕм республикăри пекех, пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче сӳтсе явнă ыйтусем кăткăс пулнине палăртмалла. Чăн малтанах, Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва пăхса тухрĕç. 
Чăваш Республикинчи Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкĕ те тимлĕхре пулчĕ. Администрацинче Тăвай округĕн ертӳçи Олег Ломоносов, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертӳçи Александр Шакин, округ депутачĕсем, общество палатин хастарĕсем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе учрежденисен ертӳçисем пухăнчĕç, кăткăс ыйтусене сӳтсе яврĕç.
Олег Ломоносов Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа 80 çул çитнине халалласа ирттермелли тĕрлĕ ĕç-пуç пирки каласа пачĕ. Паянхи кун Тăвай енре вăрçă ветеранĕсем юлмарĕç ĕнтĕ, анчах та 49 тыл ĕçченĕ пур. Халĕ вĕсене пурне те юбилей медалĕсемпе чыслаççĕ, май килнĕ таран пулăшу кӳреççĕ. Унсăр пуçне Çĕнтерӳ кунне хатĕрленес ĕç те малаллах пырать. Иртнĕ çулсенчи «Астăвăм çурти» тата ытти акци кăçал та пурнăçланĕ. Сăмах май, округра астăвăм палăкĕсене хăтлăх кĕртесси те малаллах пырать. Кăçал Ураскассинче, Тушкилте тата Вăтаялĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçлама палăртнă.
Тăвай тăрăхĕнчи Пĕрлехи информаци кунĕнче районăн юбилейне те сӳтсе явнă. 90-мĕш çуралнă куна халалласа нумай енлĕ ĕç-пуç ирттереççĕ. Уяв эмблемине те палăртнă.
Тĕп уяв вара нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тăвайри Культура çуртĕнче иртĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕн ĕçлĕ ушкăнĕ Бухтулов ячĕллĕ Тăвай шкулĕнче, Амалăхра тата Тĕмерте халăхпа тĕл пулнă. 

Поделиться:
Распечатать