1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 9 Апрель 2025 г.
28 февраля 2025 г. 9:13

Конкурс рисунков

Тăвай тăрăхĕ хăйĕн 90-мĕш çуралнă кунне паллă тунă май, районта нумай тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелеççĕ. Мероприятисене аслисем те, кĕçĕннисем те, чи пĕчĕккисем те хутшăнаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, çак кунсенче кăна ача садне çӳрекенсемпе пуçламăш классенче вĕренекенсем хушшинче питĕ кăсăклă «Пурăн тата чечеклен, ман округ» ятпа ӳкерчĕксен тупăшăвĕ иртрĕ. Мала тухнисене эпир те саламлатпăр.
Ача садне çӳрекенсем хушшинче чи маттурри Тăвайри 1-мĕш ача сад.н-чи Виктория Михайлова пулса тăчĕ. Тăвайри 2-мĕш ача садĕнчи Даниил Иванов, Тăвайри «Асамат кĕперĕ» садикри Анастасия Федорова тата Тăвайри 1-мĕш ача садĕнчи Елизавета Платонова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Тушкилти Егор Васильев тата Тăвайри «Асамат кĕперĕ» ача садĕнчи Кирилл Кучеров вара виççĕмĕш вырён йышёнчĕç.
Пуçламăш классенче пĕлӳ илекенсем хушшинчи тупăшу тата хĕрӳрех пулнине палăртас пулать, анчах та Элпуç шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекен Ульяна Егоровапа танлашаканни пулаймарĕ, вăл пурне те çĕнтерчĕ. Тăвайри ача-пăча центрĕнчи Глафира Сергеева тата Тăвайри ачасен ӳнер шкулĕнчи Элина Степанова иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна вара Çĕнĕ Пуянкассинчи 3-мĕш класри Ульяна Васильева, Мучарти 2-мĕш класри Ксения Кошкаркова тата Енĕш Нăрвашри 4-мĕш класри Богдан Хорсеев пайларĕç.
Мала тухнисен ӳкерчĕкĕсем Тăвай тăрăхĕн çуралнă кунне халалланă уявра ятарлă куравра пулĕç, вĕсемпе кашниех пырса паллашма пултарĕ.
Элтияр АЛЕКСАНДРОВ

Поделиться:
Распечатать