Республика шайĕнче иртекен олимпиадăсене Тăвайри вăтам шкултан кăçал тăхăр ача хутшăннă, вĕсенчен Кирилл Иванов (9 А кл.), София Козлова (10 Б), Виктория Автономова (10 Б) призерсемпе çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ.
Чи малтанах, кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче, вырăс чĕлхи олимпиадинче Виктория Автономова 10 классем хушшинчи рейтингра çĕнтернĕ. Халĕ Хусан хулинче иртекен олимпиадăра Чăваш Ен чысне хÿтĕ-леме хатĕрленет.
Нарăс уйăхĕн 3-5-мĕшсенче регион шайĕнчи биологи олимпиадинче Виктория Автономовапа София Козлова анлă пĕлĕвне кăтартма пултарнă, призерсен шутне кĕнĕ.
Нарăс уйăхĕн 18-19-мĕшĕсенчи технологи олимпиадинче те ăнăçу тăвайсем енче пулнă. София Козловапа Кирилл Иванов виçĕ тур витĕр ăнăçлă тухнă. Кунта теори пайĕнче тест ыйтăвĕсене хуравласси, практика пайĕнче ал ĕç ăсталăхне кăтартасси тата хăйсем малтанах хатĕрленĕ пултарулăх ĕçĕн проектне хÿтĕлесси кĕнĕ. София Козлован хальхи модăпа çамрăксем валли çĕленĕ капăр тумĕ жюри членĕ-сене питĕ килĕшнĕ. Кирилл Иванов вара Хура çăлти вырăнсене палăртакан информаципе кăтарту паллисене кăсăклă ăсталаса тĕлĕнтернĕ. Софияпа Кирилл - олимпиада призерĕсем.
Нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Виктория Автономова экологипе Пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăра та тарăн ăс-тăнне кăтартса призер пулса тăнă
Ирина НИКОЛАЕВА, чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен. Тăвайри вăтам шкул